13 января 2017 г.
Хутса ăшăтмалли тапхăр-та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни инкек патне çитерме, ĕмĕр тăршшĕ-пе пухнă пурлăх çĕрпе танлашма пултарать. Кăмакана пула тухнă пушарсем ытларах мунчасенче пулаççĕ. Сăлтавĕ - çунакан кăмакасене тимлĕх-сĕр хăварни, вĕсен конструкцийĕ тĕрĕс мар пулни.
Çавăнпа та çак ансат правилăсене кашнийĕнех пĕлмелле, вĕсене пăхăнмалла:
- хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен тĕтĕм çулĕсене тасатмалла, юсамалла тата шуратмалла, çурăксене сапламалла;
- кăмака, тĕтĕм труби йывăç мачча çийĕ е хутсем хушшинчи урлă виттисемпе (перекрытия) çыхăннă вырăнсене кирпич хумалла, кăмакасен стенисем хулăн пулмалла;
- хутнă кăмакасене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, çак ĕçе ачасене шанма кирлĕ мар;
- кăмакари вутта вут тивертнĕ чух хăвăрт илсе каякан тата çунакан шĕвексемпе усă курма юрамасть;
- пур кăмака та фундамент çинче тăма кирлĕ, унăн стени йывăç конструкцине ан тивтĕр, вĕсем хушшинче сывлăш çỹремелĕх хушăк (отступка) пулмалла;
- кăмака алăкĕ патĕнчи йывăç урай çинче тимĕр листи (50х70 сантиметртан кая мар) пулма тивĕç; - кăмака хĕрсе каясран ăна кунне 2-3 хутран ытлашши хутма юрамасть;
- кăмака çинче çурăксем пуласран тĕтĕм çулĕсене тăтăшах хăрăмран тасатмалла;
- кăмака çинче нỹрĕ япаласем тата вутă типĕтме юрамасть; - сĕтел-пукан тата ытти япаласем хутнă кăмака массивĕнчен çур метртан кая мар аяккарах пулмалла;
- кăмака купаланă, вырнаçтарнă тата юсав ĕçĕсем ирттернĕ чух специалиста чĕнмелле.
Ан манăр: пушара сỹнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах.
Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"