18 января 2017 г.
2017 çулта чи пĕрремĕш кун çути курнă ачан çемйи "Пирĕн пурнăç" район хаçатне çур çул хушши тỹлевсĕр илсе тăрĕ.
Хуть те камăн та çулталăка ырринчен пуçлас килет пулĕ. Эпир те, редакци ĕçченĕсем, вăрăм канмалли кунсем хыççăн ĕçе тухсан, çĕнĕ хыпарсемпе паллашма пуçланă май кăçал районта пĕрремĕш ача хăçан çуралнипе кăсăклантăмăр.
Ара, çут тĕнчене çĕн чун килнинчен ырри мĕн пултăр? Ку ыйтăвăн хуравне тупма пире район больницин акушер-гинекологĕ Галина Журавлева пулăшрĕ. "Кăçалхи пĕрремĕш ача Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Мадайкинсен çемйинче çуралнă, - савăнсах пĕлтерчĕ Галина Игнатьевна. - Вăл - арçын ача, январĕн 1-мĕшĕнче Çĕмĕрлери ача çуратмалли çуртра кун çути курнă".
Эпир районăн кăçалхи пĕрремĕш пĕчĕк гражданинĕпе паллашма шут тытрăмăр, пепкен ашшĕ-амăшĕ-пе çыхăнтăмăр. Вĕсем пире хăйсем патне пырса курма чĕнчĕç. Хăнана кам пушă алăпа каять? Эпир Мадайкинсене çемьене йыш хушăннă ятпа саламланă май "Пирĕн пурнăç" район хаçатне çур çул хушши тỹлевсĕр илсе тăма ирĕк паракан сертификат парнелерĕмĕр.
Кỹпеш хĕрĕпе Наталья Никифоровапа Атнар каччи Андрей Мадайкин 2016 çулхи февраль уйăхĕнче çемье çавăрнă. Хальхи вăхăтра район центрĕнче тĕпленнĕ çамрăк мăшăр пĕрремĕш ачи шăпах 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çураласса шутламан та. Анчах та ывăлĕ шăпах Çĕнĕ çулта çуралнăшăн савăнаççĕ кăна - икĕ хут уяв-çке. Ятсен чиркỹ календарĕпе паллашнă хыççăн ашшĕпе амăшĕ ывăлне Сильвестр ят пама шутланă. Латин чĕлхинчен куçарсан çак ят "вăрман ачи" тенине пĕлтерет.
Мĕнех, кăçал Раççейре паллă тăвакан Экологи çулталăкĕнче çуралнă ачана çакăн пек ят пани вырăнлă пек туйăнать. Медицина сестринче тимлекен Натальйăшăн тата Çĕмĕрлери автофургонсен комбинатĕнчен тăрăшакан Андрейшăн халĕ чи пĕлтерĕшли - пĕчĕк ывăлĕ. Вĕсем пĕтĕм вăхăтне ăна уйăраççĕ. Кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ иртет. Çемье вучахĕн ăшшине упрама вĕрентекен çулталăкра çуралнă пепкине Мадайкинсем ĕçе хăнăхтарса, аслисене хисеплеме вĕрентсе ỹстерессе шанатпăр. Сильвестр таса та çирĕп сывлăхлă, çĕршыва юрăхлă çын пултăр. Пирĕн хамăрăн хаçатра Сильвестр Мадайкинăн малашнехи çитĕнĕвĕсем çинчен çырсах тăмалла пултăр.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"