АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район энциклопедине хатĕрлетпĕр

18 января 2017 г.

Çак ĕçе районта пурăнакансем пурте хутшăнаяççĕ. Кăçал пирĕн район 90 çулхи юбилейне паллă тăвать, çав кун тĕлне район энциклопедийĕн çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмне хатĕрлесшĕн. Паянхи кун ĕç пырать те ĕнтĕ. Январĕн 11-мĕшĕнче райадминистрацинче энциклопеди кăларассипе ĕçлекен редакци Канашĕ пухăнса калаçрĕ. Ун ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕ. Районта çуралса ỹснисене тата пурăнакансене пурне те энциклопеди хатĕрлес ĕçе хутшăнма чĕнсе калатăп. Енчен те сирĕн çакăн пек кăмăл çуралсан чи малтанах мĕн тумалла-ха?

1. 2004 çулта кăларнă район энциклопедине илĕр те кăранташпа сирĕн ял тăрăхне пырса тивекен статьясене палăртăр.

2.Тĕрĕслĕр - унта çырса кăтартни паянхи кунпа килĕшсе тăрать-и? Тен, эсир паллакан-пĕлекен çыннăн çĕнĕ çитĕнỹсем, наградăсем пур?

3. Хушса е çĕнĕрен çырмаллисем пур пулсан çыннăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, хăçан тата ăçта çуралнине (вилнине), ăçта тата хăçан вĕреннине, ĕçленине кăтартăр, мĕнле наградăсене тивĕçнине палăртăр. Енчен те çын вăрçăра пулнă-тăк, ăçта çапăçнине, мĕнле звани пулнине кăтартăр. Хĕрарăм пирки çырнă чух хĕр чухнехи хушаматне скобкăна илмелле, тĕслĕхрен: Чеченешкина (Терушкина) Елизавета Ивановна.

4. Редакциленĕ статьясене тата скан витĕр кăларнă сăнỹкерчĕксене (вĕсене WORD тытăма ан лартăр!) polozin@bk.ru электронлă адреспа ярса парăр.

5. Интереслĕ кивĕ сăнỹкерчĕксене пухăр, вĕсене скан витĕр кăларса асăннă адреспа ярса парăр.

Энциклопедие кама кĕртетпĕр: - районăн хисеплĕ çыннисене; район ертỹçисене, вĕсен çумĕсене, пай ертỹçисене, ял тăрăхĕсен (Канашĕсен) пуçлăхĕ-сене, пур организацисемпе предприятисен, учрежденисен, кол-хозсен, шкулсен, ача сачĕсен ертỹçисене тата ыттисене; тĕрлĕ орденсемпе медальсене, патшалăх, ведомство наградисене ти-вĕçнисене, тава тивĕçлĕ ĕçченсене; наука кандидачĕсене, докторĕсене, профессорсене, вузсемпе техникумсен, колледжсен преподавателĕсене; çыравçăсене, поэтсене, художниксене, артистсене, таврапĕлỹçĕсене; офицер-фронтовиксене, мирлĕ вăхăтри офицерсене; спортсменсене, спорт мастерĕн кандидачĕсене, республика чемпионĕсене; бизнесменсемпе предпринимательсене; репрессие лекнисене; ытти районсенче çуралса ỹснĕ, анчах та районта пилĕк çултан кая мар ĕçлесе унăн аталанăвне пысăк тỹпе хывнисене; районта çуралса ỹснĕ, ытти районсенче е регионсенче палăрнă çынсене; священниксене; ытти паллă çынсене. Энциклопедире çак объектсем пирки çыратпăр: - организацисемпе учрежденисем, предприятисем; колхоз-семпе совхозсем; шкулсем, ача сачĕсем, яслисем; паллă вырăнсем, ялсем; историллĕ вырăнсем; юханшывсем, кỹлĕсем тата ытти те.

Хисеплĕ район çыннисем, сирĕн хăвăрăн тăванăрсем пирки материалсем пур пулсан пĕлтерме ыйтатпăр. Активлăрах пулăр, энциклопеди хатĕрлес ĕçрен аякра ан юлăр. Ыйтусем пур пулсан çак телефонпа шăнкăравлăр: 8 960 300 86 69.

Николай ПОЛОЗИН, энциклопеди хатĕрлессипе ĕçлекен.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика