20 января 2017 г.
Районти 11 çамрăк кăçал Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине пĕлтернĕччĕ эпир. Вĕсенчен кашнинпе сире çулталăк хушшинче тĕплĕн паллаштарăпăр - пирĕн хамăрăн талантлă çамрăксем çинчен пĕлмеллех, мĕншĕн тесен вĕсен аллинче - пуласлăх. Чи малтанах эпĕ унччен Хусанушкăнь шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10 А класра пĕлỹ илекен Марина Токшиковапа тĕл пулса калаçма шутларăм. Çак тĕллевпе шкула çитрĕм.
Шкулта мана Маринăна физика кабинетĕнче тупма пулать терĕç. Хĕрача физикăпа республика шайĕнчи олимпиадăна кайма хатĕрленет иккен. 16 çулхи Маринăпа калаçнăçемĕн вăл сăпайлă хĕрача пулнине тỹрех ăнланса илтĕм. Çĕнĕ шкула хăнăхса çитнине, кунта юлташсем тупнине пĕлтерчĕ вăл.
1-9-мĕш классенче пĕлỹ илнĕ Хусанушкăнь шкулĕнчен вĕренсе тухсан Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула куçма шутланă хĕрача. Ашшĕпе амăшĕ те çак шухăша ырланă. Хальхи вăхăтра аякри ялсенче пурăнакан чылай ача вĕренме шкул автобусĕпе çỹрет. Анчах та вăрман леш енчен килекен темиçе ача шкула ир-каç рейс автобусĕпе çỹрет. Мĕншĕн тесен çак çула вĕсем хăйсем суйласа илнĕ.
Сĕнтĕкçырминче пурăнакан Марина Токшикова та кашни кун инçе çула кĕскетсе сахалтан та 15 çухрăмра вырнаçнă район центрне пĕлỹ илме васкать. Çĕнĕ шкулта вĕренме килĕшнине, кунта тăтăшах тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем иртнине, пĕрле вĕренекенсемпе унта хутшăннине калать вăл.
"Марина çĕнĕ класа хăнăхрĕ ĕнтĕ, чăнах та шкулти пур ĕçе те хаваспах хутшăнать, - тет вуннăмĕшсен класс ертỹçи Елена Николаевна Орлова. - Пирĕн класс наукăпа çутçанталăк про-филĕпе вĕренет. Çавăнпах пулĕ Марина кăçал физикăпа тата математикăпа республикăри олимпиадăсене хутшăнать".
Класс ертỹçи Марина ăшă кăмăллă та ырă чунлă пулнине, "пиллĕксемпе" кăна ĕлкĕрсе пынине палăртрĕ. Хусанушкăнь шкулĕн-че вĕреннĕ чух класс ертỹçи пулнă Светлана Вячеславовна Яруткина та Марина Токшикова пирки лайăххине кăна калать: "Марина - "вĕреннине çĕклесе çỹремелле мар" тенине ăша хывакан, яваплăха туякан хĕрача. Пирĕн шкулта вĕреннĕ чух мĕнле кăна конкурс-олимпиадăна хутшăнмарĕ пуль. Наукăпа практика конференцийĕ-и, спорт ăмăртăвĕ-и, конкурс-и, фестиваль-и, юрламалла-и, ташламалла-и - пур ĕçе те ĕлкĕретчĕ Марина. Хĕрлĕ Чутайри шкулта та вăл çапла пултаруллă пуласса чунтанах шанатпăр". Тăрăшулăхĕпе çитĕнĕвĕсене кура ĕнтĕ Марина Токшикова 2015 çулхи çулла "Артекра" пулса курнă. Хура тинĕс хĕрринче каннине вăл паянхи кун та ăшă туйăмсемпе аса илет. Ăс-хакăлне ỹстерме, тарăн пĕлỹ илме талпăнакан хĕрача хăй Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçнине юлташĕсенчен пĕлнĕ.
"Паллах, манăн халĕ тата тăрăшарах вĕренмелле, - тет Марина. - Çитес çул патшалăх экзаменĕсене тытмалла - çакăн çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар".
Пуласлăхне Марина медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленет. Çавăнпа та биологипе те кăсăк-ланать. Пушă вăхăтра та вăл ытларах вулама тăрăшать. Марина пек яваплăха туякан çамрăксене чунтанах ырлас килет.
Инçетри ялтан Хĕрлĕ Чутая куллен укçа тỹлесе çỹреме тем тесен те çăмăл мар. Юриех шутласа пăхрăм та, вĕренỹ çулĕнче сахалтан та вунă пин ытла тенкĕ кирлĕ çул çине. Сумлă стипендие тивĕçни чухах вара - çул укçине саплаштарма та çитет, хăйне пĕлсе усă курма та юлать. Тăрăшуллă та талантлă, пултаруллă çамрăксене патшалăх пулăшма тăрăшни питĕ аван. Хăйсене тимлĕх уйăрнине туйса тăракансем малашлăхра тата пысăкрах çитĕнỹсем тăвĕç.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"