20 января 2017 г.
Çакăн пирки хĕрỹ калаçу пычĕ те тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн тĕрлĕ тытăмăн ертỹçисемпе ирттернĕ планеркинче. Район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев иртнĕ çула пĕтĕмлетсе вилекенсем районта чылаййăн пулнине пăшăрханса пĕлтернипе пĕрлех уйрăмах чирлемесĕр вилнине палăртрĕ.
Тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта районта 11 çын çакăнса вилнĕ (2015 çулта - 5-ĕн), 3-ĕн шыва путнă, шăнса вилекенсем - 2-ĕн (2015 çулта - 5-ĕн), сывлайманнипе (асфиксия) - 5-шĕн, сурансене пула - 9-шĕн (2015 çулта - 4-шĕн) кун-çулĕсем татăлнă. Çавăн пекех çул çинчи аварисене пула, эрех ĕçсе вилекенсем те чылаййăн. Ытларах арçынсем вилеççĕ: 21 çултан пуçласа 30 çул тултарнисем хушшинче 8 арçынпа 1 хĕрарăмăн кун-çулĕ татăлнă, 31-40 çулсенчисем - 9 арçын та 1 хĕрарăм, 41-50 çул тултарнисем хушшинче - 21 арçын та 2 хĕрарăм, 51-60 çулсенчисем - 39 арçын та 7 хĕрарăм, 61-70 çулсенчисем - 40 арçын та 11 хĕрарăм.
Медицина ĕçченĕсен кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн районта ача çураласси те çултан-çул чаксах пырать: 2013 çулта 170 ача кун çути курнă, 2014 çулта - 146 ача, 2015 çулта - 131 ача, 2016 çулта - 114 ача. Çын вилесси çапларах: 2013 çулта 356 çын вилнĕ, 2014 çулта - 342 çын, 2015 çулта - 352 çын, 2016 çулта - 332 çын.
Районта этемĕн пурнăç тăршшĕ иртнĕ çул 69 çулпа танлашнă: арçынсем вăтамран 61 çул пурăннă, хĕрарăмсем - 79 çул. 2015 çулта арçынсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 65 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен - 79 çулпа. 2014 çулта арçынсем вăтамран 61 çул пурăннă, хĕрарăмсем - 74 çул. 2013 çулта арçынсем вăтамран 64 çулччен пурăннă, хĕрарăмсем - 76 çулччен. Асăннă кăтартусенчен пĕри те савăнтармасть.
"Пĕтĕм яваплăха хам çине илетĕп. Малашне тата лайăхрах ĕçлемелле. Ку енĕпе ятарлă службăсем пур. Вырăнта ĕçлеме депутатсем те пур. Пурте пĕр пулса кашни çын кун-çулĕ шĕн вăя хурса ĕçлесчĕ", - палăртрĕ хăйĕн чун ыратăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Башкиров планеркăра. Çавăн пекех фанфурик сутакансене тупса палăртма тата эрехпе туслă çынсемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерме ку енĕпе ĕçле-кен комисси членĕсене чĕнсе каларĕ. Çак тема таврах юнкун, январĕн 18-мĕшĕнче, демографи, çемье тата ачалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Кун пирки вара тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.
Хаçата вулăр, ыйтмалли-сем пур пулсан - ыйтăр!
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"