20 января 2017 г.
Январĕн 18-19-мĕшĕсенче, Кăшарни каçĕнче, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмра Чаплă кĕлĕ иртрĕ. Храмăн настоятелĕ Максим иерей кĕлĕ вуласа Хĕрлĕ Чутайра тата Пантьăкра шыва сăвапларĕ. Шăпах çак кун нумай çын çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, Турра чунтан ĕнен-се пăрлă шыва кĕрет, чир-чĕртен тата чунпа тасаласса шанать.
Пирĕн районта пурăнакансем те районта ятарласа каснă вакăсенче шыва кĕрсе киленчĕç. Киленчĕç тесен тĕрĕсех-ши? Сивĕ шывран хăраман çамрăксем, аслăрах çулхи çынсем: "Ашшĕшĕн, Ывăлĕшĕн тата Çветтуй Сывлăшшăн" - тесе, виçĕ хут сăхсăхса шыва чăмса тухрĕç. Авалхи Кăшарни уявне хисеплекен халăха вакăра çăвăнма меллĕ пултăр тесе кăçал та районта лайăх майсем туса панă, анса хăпарма ятарлă картлашкасем вырнаçтарнă. Çавăн пекех вакă çывăхĕнче медицина, МЧС ĕçченĕсем хурал тăнине палăртмалла.
Паллах, пурте шыва кĕме пултараймаççĕ, ун пеккисемшĕн сăваплă шывра пит-куçне çуса илни те пархатарлă пулчĕ. Уяв кунĕнче чиркỹре халăх йышлă пулчĕ, Турра ĕненекенсем Чаплă кĕлле хутшăннисĕр пуçне Кăшарни шывне кĕленчесене илсе юлчĕç.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"