20 января 2017 г.
Информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче пурин те сото-вăй телефон пур. Хăш-пĕр ачасен сотовăй телефонĕсем вĕрентекенĕнчен те чăнкăрах. Мĕн тума? Ман шутпа, çак укçа-тенке шкул костюмĕ тата кĕнекесем çине тăкакласан лайăхрах пулĕччĕ. Хаклă телефона ача хăй туянмасть-çке, вăл ăна суйлама кăна пултарать. Ашшĕ-амăшĕ вара тĕпренчĕкĕшĕн укçи-тенкине шеллемест. "Мĕн, ман ача ытти ачасенчен япăхрах-и?" - теççĕ ĕнтĕ чылайăшĕ.
Ытларах чухне телефон ача шкула е киле чиперех çитнине ыйтса пĕлме кăна кирлĕ. Çак тĕллев валли йỹнĕ телефон та каять. Хăватлă телефонсем пуррипе, интернет авăрне путнипе ачасем лайăх вĕренме пăрахаççĕ. Хальхи пурнăçра шкулта туслăха айфонсемпе тата андроидсемпе виçеççĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче те вĕсен аллисем телефон патнех туртăнаççĕ. Алла кĕнеке тытнă ачана сайра кăна курма пулать, ун пеккисем çук тесен тĕрĕсрех.
Ытларахăшĕ интернетра ларать. Унти пур информаци те ачана кирлех-ши? Тен, çавăнпа юлашки вăхăтра ачасен нерв тытăмĕ хавшать. Паллах, вĕренỹ планĕнче сотовăй телефонăн лайăх енĕ сем те, япăххисем те пур. Тĕслĕхрен, çитменлĕхĕсем - вĕренекен унпа усă курса шпаргалкăсем тума, урок вăхăтĕнче калькуляторпа шутлама пултарать. Çапла майпа ача хăйĕн пуç мимине ĕçлеттерме пăрахтарать. СМС-пĕлтерỹсемпе пĕр-пĕрин патне задача хуравне ярса пама пултараççĕ тата. Урок вăхăтĕнче сассине сỹнтермен телефон çине шăнкăрав килсен вĕренỹ процесĕ татăлма пултарать. Лайăх енĕ вара - литература произведенийĕсене пĕрле йăтса çỹременни, вĕсене Интернетра тупма пулать.
Чи кирли - ачана калаçу культурине тата аппаратпа тĕллевлĕ усă курма хăнăхтармалла. Çак ĕçе малтанах ашшĕ-амăшĕн тумалла. Унтан - шкулăн.
Э.ВОРОБЬЕВА, Çĕн Атикасси шкулĕн вĕрентекенĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"