25 января 2017 г.
Пирĕн çĕршывра январĕн 25-мĕшĕнче Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем - "профессиллĕ" уявне. Çавна май эпир хамăр хаçатăн тĕпелне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенткине Алиса Патьянована чĕнтĕмĕр. Çак йыхрава вăл чи малтанах республикăри чи пултаруллă та пуçаруллă çамрăксен йышне кĕнипе тивĕçрĕ.
Алиса Патьянова 1995 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче Еленăпа Олег Патьяновсен пилĕк ачаллă çемйинче тăваттăмĕш çуралнă. Хĕрпĕрчи малтанах Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ, çав хушăра спортпа туслашнă, çăмăл атлетикăра çултан-çул ỹсĕмсем тума пуçланă. Хĕрача чупас енĕпе тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене йышăнса ашшĕ-амăшне, вĕрентекенĕсене савăнтарнă.
- Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн районти спорт шкулĕн тренерĕсен сĕнĕвĕпе Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме куçрăм. Унта вара ултă çул ăс пухрăм: малтанах вăтам пĕлỹ илтĕм, кайран, тăватă çул хушшинче, физкультура учительне вĕренсе тухрăм, - каласа пачĕ Алиса. Вăр-вар хĕр çакăн хыççăн техникум пĕлĕвĕпех лăпланса ларман, республикăри чи сумлă аслă шкулсенчен пĕрне - Чăваш патшалăх университетне - çул тытнă. Халĕ Алиса университетăн управленипе социаллă технологисен факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет, пахалăх енĕпе ĕçлекен инженер пуласшăн. "Ку професси çыннисем ĕç рынокĕнче кирлĕ пулĕç", - тет вăл.
Пултаруллă хĕр университетра та пуçарулăхĕпе палăрнă. Алиса кунта республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсене пĕччен е университет командипе пĕрле хутшăнать, студентсен наукăпа практика конференцийĕсенче, секцисенче тăтăшах докладсемпе тухса калаçать. Хĕрĕн ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл пур çĕре те ĕлкĕрме, хутшăнма тăрăшать. Унăн çитĕнĕвĕсене тĕрлĕ дипломсемпе грамотăсем, медальсем йышлă пулни, вĕсем хушăнсах пыни çирĕплетет. Студентсен пурнăçĕ пирки сăмах хускатсан, студент вăхăчĕ ăна питĕ килĕшнине, вăхăт интереслĕ иртнине, туссем нумай пулнине палăртрĕ. Çапах та физкультурăпа спорт валли яланах вăхăт çитерсе пынине асăнчĕ. Хĕллехи пушă вăхăтсенче Алиса йĕлтĕр е коньки сырса тухма, çулла ахаль чупма кăмăллать.
"Спортпа туслă пулни пĕтĕмĕшле кăмăл-туйăмшăн та, сывлăхшăн та усăллă", - тет Алиса Олеговна. ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçнĕ студенткăн тĕрĕс сăмахĕсене ытти çамрăксене те астуса юлма сĕнес килет.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"