АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ пĕчĕкех мар

25 января 2017 г.

Ялхуçалăх министерствин рынокри апат-çимĕç хакĕсене тишкерекен секторĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри халăхран пухакан чĕрĕ сĕтĕн вăтам хакĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 28 процент пысăкрах (январĕн 20-мĕшĕ тĕлне). Сĕтпе ĕçлекен предприятисем те сивĕтнĕ сĕте пĕлтĕрхинчен вăтамран 30 процент пысăкрах хакпа туянаççĕ. "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприяти кăтартăвĕсемпе, пĕр килограмм сĕтшĕн 26,06 тенкĕ параççĕ. Республикăри районсенчи хаксене тишкерес пулсан хальхи вăхăтра сĕте халăхран пухмалли хаксем пĕр литршăн 18 тенкĕрен пуçласа 26 тенкĕ таран йĕркеленнĕ. Чи пĕчĕк хак Улатăрта - 18 тенкĕ, чи пысăкки - 26 тенкĕ - Красноармейски, Тăвай районĕсенче. Пирĕн районта - 21 тенкĕ. Ытти районсенче çакăн пек: Элĕк - 21-24 тенкĕ, Патăрьел - 21,5-24, Вăрнар - 22, Йĕпреç - 21-23, Куславкка - 20-23, Комсомольски - 22-25, Муркаш - 22-23,5, Вăрмар - 23, Çĕрпỹ тата Шупашкар районĕсенче - 20-24, Çĕмĕрле - 22, Етĕрне - 21-22, Елчĕк - 22-24 тенкĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика