25 января 2017 г.
Ачисем виççĕ пулнăран ырми-канми ĕçлеме тивнĕ Пĕчĕк Этменте пурăнакан Галина Васильевна Большован. Тепĕр чухне çывăрма та вăхăт юлман. Ĕçе тухса утиччен пĕчĕкскерсене тăрантарма кăмакаран кунсерен вĕри çăкăр пĕçерсе кăларма, яшкине хатĕрлеме, выльăх-чĕрлĕхне пăхма ĕлкĕрнĕ. 80 çула çывхаракан хĕрарăм кама пăхнă тетĕр-и? Паллах, ĕçчен ашшĕпе амăшне.
Çĕмĕрле районĕнче 1939 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çуралнă Галина Васильевна. Пулас мăшăрĕпе вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ чухне паллашнă. Пĕрре курсах куç хывнă çамрăк хĕре Пĕчĕк Этмен каччи Алексей Алексеевич. 1966 çулта пĕрлешнĕ вĕсем, виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ, ура çине тăратнă. Малтанах Галина Большова колхозра вăкăрсене пăхнă, вăрманта вутă хатĕрленĕ çĕрте тăрăшнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вара, 18 çул хушши, Мăн Этмен шкулĕн столовăйĕнче вăй хунă: савăт-сапа çуса тасатнă, виçĕ çул аслă поварта ĕçленĕ. "Шкул купаланă чухне ĕçлекенсемпе вĕренекенсене апатпа тивĕçтерме тиврĕ. 10-мĕш класс ачисем ун чухне путвал саратчĕç. Эпĕ вĕсене кашнине пĕрер шоколад парса тухнăччĕ. Епле савăннăччĕ çамрăкскерсем", - аса илет кинемей.
Сĕтеклĕ апат вăй-хал кỹрет мар-и? Унăн техĕмлĕ апатне пурте юратса çинĕ. Хырăм тутă пулсан кăмăл-туйăм та çĕкленет, ĕç ỹсĕмĕ те палăрать, ачасен вĕренес туртăм та пулать. Çапла, тутлă апатшăн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем поварсене яланах тав тунă. Ырă сăмахсене Галина Васильевна та сахал мар илтнĕ. Шел пулин те, унăн мăшăрĕ ирех çĕре кĕнĕ - унтанпа 26 çул иртнĕ ĕнтĕ.
Анчах та хĕрарăм хуçăлман, çурта темиçе хутчен те юсанă, çĕнетсе тăнă, çĕнĕ хушма хуралтăсем çĕкленĕ. Халĕ Большовсен йăхне виçĕ хĕрĕпе 6 мăнукĕ малалла тăсаççĕ. Вашаватлăхне çухатман кинемей. Ỹксе урине хуçнă хыççăн сипленсех çитмен, çапах та кил тĕрĕшри ĕçсене хăй пурнăçлать, унсăр пурăнаймасть. 20 çула яхăн ĕнтĕ вăл виççĕмĕш ушкăн инваличĕ шутланать. Сывлăхĕ хавшать пулин те Галина Васильевна çулсерен çуллахи вăхăтра тĕрлĕ сиплĕ эмел курăкĕсем пуçтарать. Пĕлтĕр, акă, 5 пин тенкĕлĕх пухса панă, малтанхи çул - 7 пин тенкĕлĕх. Çамрăксен унран тĕслĕх илмелли кăна юлать. Тепĕр чух пурнăç тупсăмне шырама хăтланатпăр, мĕнре-ши пуянлăх тетпĕр? Тупсăмĕ ансат - ырăпа пурăнсан, ачасем таса та сывă тата сывлăхĕ пулсан, ĕçе юратсан кирли çитсе пырать.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"