АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăмарккаран район центрне килеймен тракторсем, е çулсене вăхăтра тасатнине нимĕн те çитмест

27 января 2017 г.

Кăçалхи хĕлле хальлĕхе çулсене юртан тасатманни пирки питех калаçсах кайманччĕ-ха. Те çанталăкĕ майлă пулнăран районти çулсене тасаткаласах тăчĕç. Пур çĕрте те çителĕклĕ шайра мар, паллах. Хăш-пĕр çĕрте çул хĕррисене анлăлатса тĕкменни, пăрлак чух хăйăр сапманни пулкаларĕ. Тепĕр çĕрте вара ялсенчи урамсене тасатмаççĕ. Ытларикун вара, январĕн 24-мĕшĕнче, ирпе ирех ĕçе тата шкула, ача садне каякансене çĕрĕпе çунă юр самаях чăрмав кỹчĕ. Ара, ирхи сакăр сехет те иртнĕ - тракторсем çулсене тасатма та тухман.

Район центрĕнче те пулин тасатман та, ялсем пирки мĕн калăн? "Кусем паян çулсене тасатма та шутламаççĕ-им?" - терĕ аслă классенче вĕренекен пĕр шкул ачи ирпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕ умне çитсен. "Мĕн тума? Юр çума чарăнман вĕт", - хуравларĕ тепри кула-кулах. Кулатпăр çав, хамăртан хамăр кулатпăр. Макăрнинчен усси çук та, чун ыратăвне çапла та пулин лăплантарас тесе кулкаласа ирттерсе яратпăр. Чунĕ вара çулсемпе çыхăннă йĕркесĕрлĕхе курсан, ай, ыратать. Хамăрăн паянхи пурнăçа йĕркелеме, çăмăллатма вĕренсе çитейместпĕр те, çитĕнекен ăру çинчен шухăшласчĕ. Çамрăксем хамăр района, яла таврăнччăр тесе калатпăр пулсан, чи малтанах йăлари ыйтусене татса памалла пулĕ пирĕн? Вĕсем районта та ыттисемпе танах пурăнма майсем пуррине курччăр, пĕлччĕр.

Хальхи вăхăтра вара çамрăксем мĕн кураççĕ? Ирпе шкула кайнă чух ялти çулсене кăна мар, район центрĕнче те юр тасатманнине! Хĕрлĕ Чутай салинче çулĕ ахаль те ансăр, юрне тасатманран татах та ансăрланать, ик айккипе машинăсем лартса тухнăран транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринчен иртсе каяймаççĕ вĕт! Мĕнле хăрушсăрлăх пирки сăмах пултăр ĕнтĕ кунта?!

Ытларикунах таврăнар-ха. Вăхăт кăнтăрла еннелле сулăнчĕ, районăн Çĕнĕ центрĕнче те, Киввинче те çулсене тасатма тухни сисĕнмерĕ те. Редакцине вара ик-виçĕ çĕртен те çулсене тасатманни, транспортпа çỹреме питĕ кансĕрри пирки шăнкăравларĕç. Вара эпĕ çулсемпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатма район администрацийĕн строительствăпа çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайне шăнкăравларăм. "Тракторсем хальлĕхе Хăмарккара-ха, унтан килсен район центрне тасатма пуçлĕç", - пулчĕ хурав. Вăт çапла пурăнатпăр эпир халĕ. Ялтан трактор килмесĕр район центрĕнчи çулсене те тасатаймастпăр. Хăмарккара юртан тасатман çулсем пухăнса кайнă пулинех, унсăрăн техника кунĕпех унта пулмĕччĕ...

Тата çакна та асăнса хăварас килет. Район администрацийĕн строительствăпа çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕнчен панă сведенисем тăрăх, Юрий Тибогайкин подрядчик Ишеккасси ферми патне çитиччен çул тасатать. Пĕлменнисене пĕлтеретĕп - Ишеккасси ферми тахçанах çук. Çавăнпа та хĕллехи вăхăтра унталла темиçе çул ĕнтĕ никам та юр тĕкмен те, тĕкмест те. Манăн пĕлес килет, çул тасатни çинчен калакан актсем çинче çак ялта çулне ăçта çити тасатнă тесе палăртаççĕ-ши? Илтнĕччĕ-ха ферма пулнă çĕрелле тĕкес вырăнне Ишеккассин Вăрман урамне вĕçне çитичченех тасатмалла тенине. Тĕрĕссипе вара кунта та тасатмаççĕ. Çакăн пек урамсенче пурăнакансем "инкек таврашĕ ан пултăрах" тесе Турра кĕл туса кун кунлаççĕ пулĕ çав...

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров районти çулсене тăтăшах тасатмалли пирки кашни планеркăрах калать, çулсем çинче укçа перекетлемелле мар тет. Анчах та пĕрре çĕрĕпе юр çунипех çулсем çинче йĕрке тăваймастпăр пулсан, февраль-март уйăхĕнсенчи çил-тăманлă кунсенче мĕнле пу-рăнăпăр? Çавăнпа та вулакансене эпир кăçал районти çулсене пăхса тăрассишĕн камсем яваплă пулнине пĕлтересшĕн. 2017-2019 çулсенче районти автоçулсене пăхса тăрас енĕпе ирт-тернĕ аукцион çĕнтерỹçисем çаксем:

- "Стройресурс" тулли мар яваплă общество (директорĕ Алексей Владимирович Еремеев, телефон номерĕ - 8 965 684 37 38) çак çулсемшĕн яваплă: "Сура" - Березовка - Кишлĕ, "Сура" - Туканаш, Атнара пыракан çул (Атнар лесничестви), "Сура" - Черемушки, "Сура" автоçул - Шорово, "Сура" - Березовка - Кишлĕ - Хĕрлĕ Çыр, "Сура" - Трапай, "Сура" - Урикасси (Урикасси патне пыракан çул), Кишлĕ - Красный Яр - Атнар - Туканаш - II Липовка; Хĕрлĕ Чутай салине (Çĕнĕ центра) кĕрсе чиркỹ патне çитекен çул, Хĕрлĕ Чутай - Туктамăш - Ачкасси, Хĕрлĕ Чутай - Пчелка, Хĕрлĕ Чутай - Питĕркасси - Вишенер, Питĕркасси - Хурапыр, Питĕркассине пыракан автоçул (шкул патне çити), Хĕрлĕ Чутай - Кỹпеш - Хурапыр, Хĕрлĕ Чутай - Вишенер - Пчелка, Хĕрлĕ Чутай салин Заводская урамĕнчи автоçул. - "Техник" тулли мар яваплă общество (директорĕ Владимир Васильевич Спиридонов, телефон номерĕ - 8 902 240 45 95): Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Штанаш - Арайкасси, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Çĕн Атикасси, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Упукушкăнь - Арайкасси, Штанаш ялĕнчи автоçул, Етĕрне - Николаевское - Çĕн Атикасси - Чурпай, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - II Хурашаш, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Кушлавăш, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Вырăсушкăнь, Кив Атикасси - Штанаш - Вăрманкас, "Сура" - Сĕнтĕкçырми, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Тури Çĕрпỹкасси - Анат Çĕрпỹкасси; Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Тихăнушкăнь, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Уйпуç - Çĕн Ирчемес, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Малиновка, Уйпуç ялĕн Тĕп урамĕ; "Сура" - Ачкасси - Шулю, "Сура" - Ачкасси - Шулю - I Липовка, "Сура" - Ачкасси - Шулю - Ваçкаçырми; 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ патне çити. - Ю.Е.Тибогайкин уйрăм предприниматель (директорĕ Юрий Евгеньевич Тибогайкин, телефон номерĕ - 8 937 011 78 99): "Сура" - Пантьăк - "Туслăх" лагерь, "Сура" - Пантьăк - "Туслăх" лагерь - Утаркасси, "Сура" - Утаркасси - Мишеркасси, "Сура" - Утаркасси - Хирлỹкасси, "Сура" - Утаркасси - Хватукасси, Утаркасси - Пантьăк - Пĕчĕк Этмен - Хирлỹкасси - Пухтанкасси, Утаркасси - Пантьăк - Пĕчĕк Этмен - Хирлỹкасси - Ирчкасси, Утаркасси витĕр каякан автоçул; "Сура" - Тралькасси _ Хăмаркка, "Сура" - Турхан, "Сура" - Карăкçырми, "Сура" - Карăкçырми - Шуккакасси; "Сура" - Калкасси, "Сура" - Тумликасси, "Сура" - Енкĕлт; Ишеккасси ферми патне çитиччен; Хĕрлĕ Чутай - Туктамăш - Туктамăшри АТП, Хĕрлĕ Чутай салинчи кварталсем хушшинчи çулсем, "Сура" - Ишеккасси. - "ДПМК Шумерлинская" (директорĕ Виталий Павлович Васильев, телефон номерĕ - 8 903 064 31 87): "Сура" - Тури Магарин - Триер - Покровское - Горбатовка. Ялсенчи урамсене тасатассишĕн вара унчченхи пекех ял тăрăхĕсен администрацийĕсем яваплă. Хальлĕхе подрядчиксем хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаймарĕç-ха. "Пĕрре юр çунипех темех пулмасть, машинăсем çав-çавах çỹрееççĕ", - терĕç-ши?

Январĕн 24-мĕшĕнче, ытларикун, Кивĕ центрта трактор юр тасатма пуçласса кĕтсе илеймерĕмĕр - ĕç кунĕ вĕçленчĕ. Ирпе ĕçе васкакан ашшĕ-амăшĕ ачисене "Хĕвел" ача садне юр тултарнă çул тăрăх мĕнле илсе çитерни те, каç енне тĕттĕмре садикрен мĕнле илсе кайни те, ачасем шкула тата киле каялла мĕнле çитни те, ватăсем туййисем çине таянса юра ашса аран-аран утни те (кунта тротуарсем те çук, пуррисене те хĕлле тасатмаççĕ!) никама та шухăшлаттармарĕ пулас. Машинăсем кăна ансăр çулсем çинчи юра тапта-тапта хăйсен ĕçĕсемпе васкарĕç...

Сăмах май, вăл кун каçхи ултă сехетре хайхи Хăмарккари тракторсем Çĕнĕ центра çитейменни лайăхах сисĕнчĕ. Тĕслĕхрен, "Пилеш" ача сачĕ патне пымалли çула та, çывăхри урамсене те тасатманччĕ, кунта машинăпа та, çуран та кĕрсе-тухма питĕ чăрмавлă пулчĕ. Юнкун ирхи сакăр сехет тĕлне çулсем çинчи ỹкерчĕк хăш-пĕр çĕрте ырă енне улшăнни сисĕнчĕ, анчах пур çĕрте те мар - Çĕнĕ центртан чиркỹ патне çити анакан çула тасатнăччĕ, Питĕркасси енне каяканнине тата Çирĕккасси тăрăх хăпараканнине тасатман. Туктамăш ялĕ витĕр тухакан çула та тасатман. Çав хушăрах хăш-пĕр ялсене кĕрекен çулсем çинче ирхи ултă сехетченех тракторсем ĕçе пуçăннине пĕлетпĕр. Вăт кашнинчех çулсене çапла çынсем ĕçе, шкула, ача садне çỹреме пуçланă çĕре тасатсан ял çыннисем умĕнче пите те хĕретмелле пулмĕччĕ подрядчиксен. Яваплăх çинчен манас марччĕ, ĕçе пахалăхлă пурнăçламаннисене административлă протоколсемпе штрафсем кĕтнине асра тытасчĕ.

Çав хушăра

Иртнĕ эрнере ЧР Транспорт министерствин тата "Чăвашупрдор" хысна учрежденийĕн специалисчĕсем "Мезон" ТЯО хĕллехи вăхăтра çулсене пăхса тăракан тăватă района - Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тата Муркаш - çитсе курнă. Аса илтеретпĕр, уннчен ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников асăннă районсенче çак подрядчик çулсене юртан мĕнле тасатнине тĕрĕсленĕччĕ, хăш-пĕр районсенчи лару-тăрăва куçран вĕçертмессине, тĕрĕслесех тăрассине пĕлтернĕччĕ.

Пăлартмалла, "Мезон" ТЯО - çĕнĕ подряд организацийĕ, вăл 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çул вĕçĕччен тăватă районти çул-йĕре пăхса тăрĕ. Анчах та пирĕн районта асăннă тулли мар яваплă общество субподрядчикпа килĕшỹ тунă, вăл - "Стройресурс" ТЯО. Интернета ĕненес пулсан, çак обществăн учредителĕсем - А.В.Еремеев тата "Резон" хупă акционерлă общество. Январь уйăхĕнче тăватă района тĕрĕслевпе килсен Михаил Резников министр çапла каланă: "Мезон" ТЯО пăхса тăракан районсенче çулсем нормăпа килĕшсе тăрасси иккĕленỹ çуратать. Хĕрлĕ Чутай районĕнче "Мезон" ТЯО хăйне лайăх енчен кăтартма пултарнă субподрядчик тупнă, çавăнпа та кунта, район пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулсем начар мар". Кун пирки ЧР Транспорт министерствин официаллă сайтĕнче январĕн 19-мĕшĕнче çыр-нине вуласа пĕлме пулчĕ.

Алина ИТТИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика