27 января 2017 г.
Январĕн 31-мĕшĕнче "Красночетайгаз" предприяти ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитет
Район халăхне тата предприятисене газпа тивĕçтересси "Красночетайгаз" предприяти йĕркелениччен самай маларах, 1967 çулта, пуçланнă. Халăх 8300 газобаллонлă хатĕрпе усă курнă. 1992 çулта хваттерсене, уйрăм çуртсене, промышленноçпа ялхуçалăх объекчĕсене çутçанталăк газĕ кĕртме тытăннă. Çав вăхăтра, 1986 çул тĕлне, район территорийĕ урлă Ямбург-Тула пысăк пусăмлă (75 атмосферăллă) магистральлĕ газ пăрăхĕн икĕ юппи выртнă.
1992 çулта район ертỹлĕхĕ, çавăн пекех ман умра (райĕçтăвком председателĕн çумĕччĕ) тата çав вăхăтра района газификацилес енĕпе ĕçлекен И.А.Вазяков тĕп инженер умĕнче проектпа смета документацийĕсене хатĕрлес тата газ сечĕсемпе котельнăйсем тăвас енĕпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлес задача тăратчĕ. Проектсемпе тата подряд организацийĕсемпе тачă çыхăнса тăрăшса ĕçленине кура 1994 çулта газопровод отводне туса пĕтерме тата Туктамăш ялĕ çывăхĕнчи АГРС-а хута яма пултартăмăр. Çак объектсен строительстви пынă вăхăтрах "Чувашагропромпроект" институтпа пĕрле пĕтĕм района газификацилес схемăна хатĕрлес ĕç тата Элĕк районĕнчи АГРС-ран (1990 çулта ĕçе янă) райцентра тата вăрман леш енчи ялсене газ пайласа ямалли сетьсене тăвасси пурнăçланса пыратчĕ. Районта чи малтан Туктамăш патĕнчи АГРС-ран райцентрти сĕт завочĕ патне газ çитрĕ, Элĕкри АГРС-ран - Çĕн Атикасси шкулне, каярахпа район центрĕнчи газ сечĕсене тата коммуналлă хуçалăх предприятийĕн кварталти котельнăйĕсене эксплуатацие ятăмăр.
Газ кĕртнĕ чухне строительствăпа монтаж ĕçĕсемшĕн тỹлеме район бюджетĕнче укçа-тенкĕ çителĕксĕрри пысăк чăрмав пулса тăнăччĕ, Çĕнĕ Шупашкарти "Волганефтехиммонтаж" тата Кỹкеçри "Чувашсельхозмонтаж" подрядчиксем вара пурнăçланă ĕçшĕн пĕтĕмпех тỹлесе татмасăр ĕçе пурнăçламалли документацие памастчĕç. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Çĕн Атикасси шкулне тата районти коммуналлă хуçалăх предприятийĕн котельнăйĕсене газ кĕртесси (ĕçсене çуллах вĕçленĕ пулин те) кĕркунне вĕçне юлнăччĕ. Çапах та йывăрлăхсене çĕнтерсе 1996 çул пĕтиччен виçĕ котельнăя ĕçе яма, 20 километр газ сетьне тăсма тата уйрăм 100 киле кăвак çулăм çитерме май килчĕ.
Çак асăннă объектсене тата уйрăм кил-çуртри 8300 газобаллон хатĕрне "Шумерлярайгаз" предприяти тата унăн пирĕн районти мастер участокĕн икĕ слесарь-газовикĕ пăхса тăратчĕç. Çакă хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине тивĕçтерместчĕ. Çавăнпа район территорийĕнче газпа тивĕç-терекен хăйне тĕллĕн предприяти туса хума вăхăт çитрĕ.
1997 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Орлов ЧР Строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствине тата "Чувашгаз" ПУП-а "Красночетайгаз" унитарлă предприяти туса хурас ыйтупа тухрĕ. Çапла вара районта 1997 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче "Красночетайгаз" предприяти туса хурасси пирки постановлени тухрĕ. Унăн директорĕ пулма мана шанчĕç. Тĕп бухгалтерĕ пулма унччен "Путь Ильича" колхозра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Н.И.Албакова, тĕп инженерта ĕçлеме Мăн Этменти А.М.Полозина йышăнтăмăр. Предприятин производство ĕç-хĕлне тытса пыма район администрацийĕ тăватă машина лартмалли гаражпа çĕр участокĕ, малтанхи автобазăн кантур çуртне тата УАЗ-469 автомобиль уйрăса пачĕ.
Предприяти йĕркеленнĕ çулах 26 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçрăмăр, газ хуçалăхĕнче тивĕçлĕ шайра ĕçлеме пултаракан ĕç çыннисене илтĕмĕр. Газ сечĕ е котельнăйсем пур предприятисемпе техника енчен тивĕçтерме килĕшỹсем турăмăр. Хамăр вăйпа ĕçлесе илнĕ укçапа автомобильсем, сварка агрегачĕсемпе оборудовани, токарь станокне туянтăмăр тата гаражпа ытти çуртсене тĕпрен юсарăмăр. Предприяти район халăхне тата предприятисене газпа кăлтăксăр, татти-сыпписĕр, аварисĕр тивĕçтерсе тăрас ыйтусене татса парассипе ĕçлеме пуçларĕ, мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăчĕ.
Предприятин финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ майсем шырама тиврĕ, газификацин проектпа смета документацине хатĕрлеме пуçларăмăр, газ сечĕсене монтаж тума сакăр электрога-зосварщика ĕçе йышăнтăмăр. Икĕ çул хушшинче кăна (1998-1999 çулсенче) 5 километр газ пăрăхĕ монтажласа лартрăмăр, 356 уйрăм киле тата обществăлла çуртсен 9 котельнăйне газ çитертĕмĕр, уйрăм кил-çурт валли 478 проект турăмăр, 45 çуртра ăшăтмалли тытăм пухрăмăр. Республикăн газификаци программине пурнăçланă çулсенче ĕç çыннисен шучĕ 60 çынна çывхаратчĕ, предприяти территорийĕнче те ун чух хамăр вăйпа хуçалăх ĕçне питĕ нумай пурнăçларăмăр, çуртсене юсаса çĕнетрĕмĕр, кантур çумне çĕнĕ пристрой çĕклерĕмĕр, директор, диспетчер, кану пỹлĕмĕсене йĕркелерĕмĕр, халăха газ счетчикĕсем, оборудованийĕ, саппас пайĕсем сутма кантур çумĕнче лавкка уçрăмăр (Н.Н.Вазикова ĕçлерĕ), территорине хăтлăх кỹрессипе те тăрăшрăмăр, чечексем, туя йывăççисем лартрăмăр. Хăтлăх енĕпе районти предприятисем хушшинче çулсеренех малти вырăн йышăнаттăмăр.
Организацисене строительство материалĕсемпе, саппас пайĕсемпе тата газ оборудованийĕпе, автотрактор техникипе тивĕçтерес тата вĕсене юсавлă тытас тĕлĕшре предприятинче ĕçленĕ М.Ф.Патьяновăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тỹпи çав тери пысăкчĕ. Вăл автомеханик, дирекцин водителĕ тата снабжени енĕпе инженерччĕ. Производствăри ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕпе ăнăçлăхĕ 80-85 процент та-ран унăн яваплăхĕнчен, вăл ĕçе тĕрĕс йĕркелесе, ертсе пынинчен килетчĕ.
Çавăн пекех газ сечĕсене монтажлама, эксплуатацилеме лицензи илес тĕлĕшре В.Г.Кучекеев 5-мĕш разрядлă газоэлектросварщикăн тата Е.И.Шуськин мастерăн тỹписем пысăк пулчĕç. Вăл вăхăтра вĕсем Муркашри "Чувашсельхозмонтаж" ПМК-ра ĕçлетчĕç. Вĕсем пек специалистсем пирĕн ун чух çукчĕ-ха. Лицензи вара предприяти ĕç-хĕлне пуçласа ямалли чи пĕлтерĕшлĕ тĕп документ шутланатчĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн республикăна 1998-1999 çулсенче пĕтĕмпех газификацилесси çинчен калакан Указне пурнăçлассине вĕçленĕ хыççăн газ сечĕсене пахалăхлă эксплуатацилес тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕ 2000 çулхи сентябрь уйăхĕнче республикăра "Чувашсетьгаз" тулли мар яваплă общество, унсăр пуçне районсенчи хăй тĕллĕн ĕçлекен унитарлă предприятисене "Чувашсетьгазăн" филиалĕсем туса хурасси çинчен йышăну кăларчĕ.
Районти предприятисене пĕр ертỹлĕхе пани финанс, техника, экономикăпа кадрсен тата социаллă политика ыйтăвĕсене пĕрле татса пама, материаллă ресурссене пĕр алăра тытма, вĕсемпе тĕллевлĕ тата тухăçлă усă курма май туса пачĕ. Калас пулать, кун пек улшăнусем хыççăн кăтартусем тỹрех мар, çулсем иртнĕ май палăрма пуçларĕç. Финанспа материаллă лару-тăру тĕпрен улшăнчĕ, çĕнĕ автомобильсемпе оборудовани килме пуçларĕ, предприяти территорийĕнче икĕ хутлă çурт туса лартрăмăр, унта мастерской, гараж, склад, акт залĕ, ĕç çыннисене валли пỹлĕмсем янтларăмăр. Унсăр пуçне хальхи йышши газ котельнăйĕ турăмăр, территоринче асфальт, тротуарсем сартăмăр, автомобильсем лартмалли вырăн йĕркелерĕмĕр.
"Красночетайгаз" предприятие "Чувашсетьгаз" ТЯО-на париччен, 2001 çул тĕлне, районта 8195 килпе хваттере газ кĕртрĕмĕр, вĕсенчен 7167-шĕ малтан газобаллон хатĕрĕсемпе тата 1028-шĕ çутçанталăк газĕпе усă курнă пулнă. 70 ялтан 13-шĕнче кăна çутçанталăк газĕ пулнă. Эпир 17 газ котельнăйне ĕçе ятăмăр. Калас пулать, райгаз ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне обществăлла ĕçе хастар хутшăнатчĕç. "Чувашсетьгаз" ТЯО тытăмĕнче е районта иртекен спорт тата культура мероприятийĕсенче пĕрмаях активлăхпа палăратчĕç. Ĕç коллективĕнче уявсене çемье членĕсемпе пĕрле ирттересси йăлараччĕ. "
Чувашсетьгаз" ТЯО-н "Красночетайгаз" филиалĕнче эпĕ 1997 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2005 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕччен ĕçлерĕм, унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлеме шанчĕç. Ку вăхăт тĕлне газ сечĕсем районти пур яла тенĕ пекех çитнĕччĕ, аякра вырнаçнă Кишлĕ, Красный Яр, Вишенер, Пчелка, Дубовка, Лоба тата Горбатовка ялĕсемсĕр пуçне. Çавăн пекех районти пур шкул котельнăйне çутçанталăк газĕ çине куçарнăччĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан район историйĕнче "Красночетайгаз" предприяти ĕç-хĕлĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл ялсене кăвак çулăм çитерсе пани ял çыннин пурнăçне самай çăмăллатрĕ, хăтлăхпа ырлăхра пурăнма май туса пачĕ. Çак предприятие 20 çул çитнĕ май унта паянхи кун ĕçлекенсене, манпа пĕр вăхăтра ĕçленисене, ветерансене - пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.
Иван ХОРАСЬКИН, "Красночетайгаз" предприятин 1997-2005 çулсенчи директорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"