АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника пĕлĕвне шкултах туптаççĕ

27 января 2017 г.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче ачасемпе çамрăксене инженерипе техника пĕлĕвĕ парас енĕпе пысăк проект пурнăçланать. Унпа килĕшỹллĕн республикăри шкулсенче инженери класĕсем уçнă, ачасен пултарулăх çурчĕсенче техника кружокĕсем ĕçлеççĕ. Унта çỹрекен ачасем робототехника пĕлĕвне туптанă май тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Çак проекта пурнăçланă çĕре пирĕн районти шкулсем те хутшăнаççĕ.

Иртнĕ кунсенче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри "РобоФест-2017" ăмăртусен муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Ăмăр-тусене "Шорт-Трек" енĕпе кĕçĕн ỹсĕмри (9-10 çулсенчи) тăхăр команда хушшинче йĕркелерĕмĕр. Тупăшура Мăн Этменти тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсен техника никĕсĕпе усă куртăмăр. Командăра - икшер ача. Ачасен хăйсем тĕллĕн инструкци тăрăх робот пухма, ăна "Шорт-Трек" траекторипе хусканусем тутарма программа çырма тата ĕçлетерсе пăхма тиврĕ.

Судьясен команди ачасен кашни ĕç самантне тĕплĕ тишкерчĕ, унтан çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕ: Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсем - Владимир Конд-ратьев, Богдан Яркин, Никита Ильин, Никита Чубайкин (педагогĕ - Э.Г.Бродюкова) - пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕренекен Сергей Савельев, Даниил Якимов (педагогĕ - Р.И.Алжейкина) тата Хусанушкăнчи тĕп шкулти Сергей Андреев, Даниил Макаров (педагогĕ - В.А.Нагорова) - иккĕмĕш. Мăн Этменти вăтам шкулта вĕренекен Василий Ерофеев, Алексей Ермаков (педагогĕ - Н.М.Фадеев) тата Тури Çĕрпỹкассинчи тĕп шкулти Павел Осипов, Александр Осипов (педагогĕ - А.Н.Иванов) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Çавăн пекех Атнар шкулĕнчи Даниил Платонов, Дмитрий Ивантаев (педагогĕ - С.Д.Мигушкин), Мишеркасси шкулĕнчи Кирилл Крыжайкин, Алексей Ярусов (педагогĕ - В.В.Храмов), Шулюри Илья Катушкин, Евгений Куликов (педагогĕ - Е.Н. Кудряшова) робототехника ăмăртăвне питĕ активлă хутшăнчĕç.

Палăртмалла, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командисем район чысне çак вырсарникун республика шайĕнче хỹтĕлĕç.

Э.БРОДЮКОВА, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика