01 февраля 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă .ырăвĕнче çемье пирки чарăнса тăмасăр иртмерĕ.
- ... 2017 çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ваттисем: "Атте-анне пурри - кил илемĕ", - тесе каланă.
Чăваш Енре мăшăрлану тата çемье яланах хисепре пулнă. Ачаллă çемьесене паракан социаллă пулăшу, çамрăк ăрăва çемье хаклăхĕсен никĕсĕ çинче пăхса çитĕнтерни хăйĕн витĕмлĕ пархатарне кỹрет.
Пирĕн çемьесем çирĕп! Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен уйрăлусен чи пĕчĕк шучĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Мордва Республикипе пĕрремĕш вырăна пайлать, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче вара çак кăтартупа пирĕн республика - тăххăрмĕш вырăнта.
Юлашки виçĕ çулта нумай ачаллă çемьесен шучĕ чĕрĕк пай ытла пысăкланнă - 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 11,5 пине çитнĕ. Çакă ашшĕ-амăшне ача çуралнипе çыхăннă укçа-тенкĕ тăка- кĕсем хăратманнине кăтартать.
Унсăр пуçне хĕрарăмсем хырăм пăрахнин шучĕ сахалланать. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Анна Кузнецова палăртнă тăрăх, "Чи кирли - килти çанталăк. Хĕрарăмсем пурнăçа суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ".
Республикăра пурăнакансене çавăн пек шухăш-кăмăлшăн, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсем, Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ çине яваплăн пăхнăшăн тав тăватăп, - çапларах пусăм турĕ çемье пирки Михаил Васильевич.
Çемьепе çыхăннă кăтартусем Чăваш Енре лайăхланса пыраççĕ, районта вара пач урăхла.
Асăннă тема таврах январĕн 18-мĕшĕнче демографи, çемье тата ачалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче хĕрỹ калаçу пулчĕ.
Ларура райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ И.В.Егорова пĕлтернĕ тăрăх, ача çуралассипе танах пĕр çемьене чăмăртанакансем çултан-çул сахалланса пыраççĕ. Хаçатăн январĕн 20-мĕшĕнчи кăларăмĕнче ача çуралассин кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарнăччĕ, паян пĕрлешесси-уйрăласси пирки калаçăпăр. 2013 çулта 94 туй кĕрленĕ, 2014 çулта - 90, 2015 çулта - 79, 2016 çулта - 47. Пĕрлешекенсенчен çурри уйрăлать: 2013 çулта 44 çемье уйрăлнă, 2014 çулта - 43, 2015 çулта - 45, 2016 çулта - 29. Ытларах 1 çултан пуçласа 5 çулччен пур-накансем уйрăлаççĕ. Кашни çемьерех хĕрарăм уйрăлма шут тытнă. Куратăр, кăтартусем савăнтармаççĕ. Пурăнма пуçламан - уйрăлатпăр. Малалла та çаплах пулсан ăçта çитсе тухатпăр-ши? Райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ каланă тăрăх, 1-5 çул хыççăн романтика пĕтет, çумалли, пĕçермелли, çемьешĕн ĕçлемелли вăхăт, анчах ĕçлес килмест. "Иртнĕ ĕмĕрте пĕр-лешнисем, пирĕн вăхăтрисем, япăх-и, лайăх-и, - уйрăлма шутламан, чăтнă, тỹснĕ. Вĕсем халĕ те çаплах. Ачасене хăйтĕллĕнлĕхе вĕрентместпĕр çав", - пăшăрханса каларĕ асăннă ларурах райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.А.Казакова. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов кашни вĕренĕн хăйĕн çиппине палăртса айăпа малтан хамăрта курма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич ачасене пĕчĕклех ĕçе вĕрентмелли тата çамрăксене ĕç вырăнĕсем памалли çинчен калаçрĕ.
Çак цифрăсемпе паллаштармасăр та иртес килмест: 1990 çулта районта 221 ача çуралнă, 9 çемье уйрăлнă. Паянхи кăтартусем вара хăрушă.
Чун ыратать. Хама та, икĕ ача амăшĕ пулнă май, ачасен пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Самана таппи улшăнсах пырать: йĕркесĕрлĕх вăй илме пуçларĕ, вăтану палли те никама та кирлĕ мар, ĕçлес килмест, ют пурлăха хапсăнатпăр, укçашăн антăхатпăр, никам умĕнче те яваплăх туймастпăр, пур çĕрлĕ ултав та суя тата ытти те.
Паллах, пурин те телейлĕ пулас килет, анчах та чыса, сăпайлăха çухатакансен çутă малашлăхне курмастăп. Малтан хамăр йĕркеллĕ пулар - кайран ыттисем пирки калаçар.
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"