01 февраля 2017 г.
Районта физкультурăпа спорт комплексĕнче тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Февралĕн 17-18-мĕшĕсенче, акă, Пĕтĕм Раççейри саккăрмĕш ялти хĕллехи спорт вăййисен республикăри тапхăрĕ иртĕ. Çавна май пирĕн района республикăри яллă вырăнсенче пурăнакан 21 районтан хăнасем килсе çитмелле. Вĕсен сакăр тĕрлĕ (кашнийĕнче - виçĕ енлĕ) ăмăртура тупăшма тивĕ. Çапах та ялти спорт вăййисенче тĕп вырăнта йĕлтĕрпе чупасси пулĕ (пĕчченшер, эстафета). Çавăн пекех спортсменсем хĕллехи полиатлон енĕпе ăмăртĕç, спорт çемйисен, дояркăсен, механизаторсен ăмăртăвĕсем те пулĕç. Ял тăрăхĕсенче пурăнакан, спорт вăййисене кăмăллакан çынсене пурне те çак мероприятие хутшăнма чĕнетпĕр.
Алексей НИКИТИН, район администрацийĕн спорт секторĕн заведующийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"