АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян ĕçмелли мар, ĕçлемелли вăхăт

01 февраля 2017 г.

Алкоголизм - чир. Ăна сиплеме питĕ йывăр, йăпатнипе, ỹкĕтленипе, хăратнипе ирттерсе яраймăн. Çыннăн хăйĕн унран хăтăлма тĕллев лартмалла, унсăрăн нимĕн те тăваймăн. Упăшкипе арăмĕ пĕрле ĕçеççĕ пулсан тата хăрушăрах. Никам патне те мар, нарколог патне çитмелле чи малтан, ăна пĕтĕм вăрттăнлăха уçса памалла. Йăхра ĕçекен нумай-и?

Çывăх çынсем сăра-эрехпе ашкăнмаççĕ-и? Хăçан ĕçме пуçланă? Тата ыттине те пытармалла мар. Çывăх çыннăра пулăшас тесен хăвăрăн та сăра-эрех тутине манмалла. Юбилей-и, Çуралнă кун-и... - сĕтел çинче сăра-эрех кĕленчи пулмалла мар. Пĕтĕмпех пĕр черккерен пуçланать.

Суя туссенчен хăтăлмалла. "Ĕçмен çынсем хушшинче ĕçкĕ пирки нихçан та шухăшламан", - тенĕ паллă писатель Джек Лондон. Пĕччен ĕçекен çын - пĕтнĕ çын. Ăна больница çеç сыватаять. Ун пеккисен ывăл-хĕрĕ пирки шухăшламалла. Тăна кĕмесен пĕри те пулин алкоголика тухасси пирки пĕртте иккĕленме кирлĕ мар. Тăван ачин пурнăçне хăйсен аллипе хăйсем пĕтересси те чараймĕ-ши? Ĕçекен тус-юлташран та пăрăнма именмелле мар: сăра-эрех сĕнекен сан пирки мар, хăйĕн пирки шухăшлать.

"Пурте ĕçеççĕ", - текенсем пур. Çук, пурте ĕçмеççĕ. Урă пуçпа кăна пурнăç тума пулать. Паян ĕçмелли мар, ĕçлемелли вăхăт. Шыраканшăн ĕç тупăнать. Ĕç - чи сиплĕ эмел. Нарколог патне кайма ыранччен тăхтамалла мар. Паянах чупмалла ун патне. Кашни черкке сывлăха хавшатать, çемьене аркатать, пурнăçа пĕтерет.

Александр ЯКОВЛЕВ, нарколог.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика