АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр ăстисем пухăннă

01 февраля 2017 г.

Районта 200 яхăн хурт-хăмăр ăсти шутланать, утарсенче вĕлле хурчĕсен 1800 ытла çемйине шута илнĕ. Çак цифрăсем районта пыл хурчĕсене ĕрчетес ĕç аталанса пынине çирĕплетеççĕ. Апла пулсан хурт-хăмăрçăсен канашламалли, сỹтсе явмалли те çук мар. Çавăнпах вĕсем кашни çулах çулталăкне пĕрер-икшер хут пухăнса канашлаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, специалистсен сĕнỹ-канашне итлеççĕ.

Çакăн пек семинар январĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ, унта пыл хурчĕсене ĕрчетес тĕлĕшри çăмăл мар ĕçре пысăк опыт пухнă ăстасем, тин ĕçе пуçăнакансем, ялхуçалăх предприятийĕ-сен утарçисем, уйрăм хурт-хăмăр ăсти-сем пухăннă. Çавăн пекех семинара район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов, ялхуçалăх наукисен докторĕ Геннадий Максимов, ялхуçалăх наукисен докторĕ Иван Мадебейкин, ялхуçалăх наукисен кандидачĕ Анатолий Скворцов, районти хурт-хăмăрçă-зоотехник Гульмира Лобастова хутшăннă.

"Хурт-хăмăр агентстви" УАО тĕп директорĕ, ялхуçалăх наукисен докторĕ Геннадий Максимов паянхи лару-тăрупа, хурт-хăмăр отраслĕн малашлăхĕ çинче чарăнса тăнă, пыл хурчĕсене ĕрчетес технологири улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем çинчен каласа панă. Юлашки çулсенче çанталăк пĕтĕмĕшле ăшăтса пынă май хуртсене усрамалли, ĕрчетмелли майсем пирки вара Иван Мадебейкин калаçнă.

Специалистсем те çанталăк самай улшăннине, унпа пĕрлех республикăра пыл пухасси урăхланнине палăртаççĕ. 30-35 çул каялла хурт-хăмăрçăсем тĕпрен илсен ытларах çăка пылне илнĕ пулсан, халĕ - тĕрлĕ çумкурăкран. 510,7 пин гектар вăрманта çăка 48 пин гектар кăна (9,4 процент) йышăнать. Утарсем çывăхĕнче пыл лайăх тума пулăшакан донник, фацели, гречиха акнă лаптăксем пĕчĕкленсех пыраççĕ.

Çăка вăрманĕсене, хăвалăхсене никам та тĕрĕслесе тăманран касса пĕтернипе Чăваш Енри хăш-пĕр районсенче çăкасем пачах юлман, вĕсене хурăнсемпе ăвăссем хĕссе пыраççĕ. Çапах та Чăваш Енре хурт-хăмăр ĕрчетесси япăх мар аталанать.

Сăмахран, 1985 çулта республикăра 55 пин пыл хурчĕн çемйи шутланнă. Хальхи вăхăтра - 50,8 пин хурт çемйи, вĕсенчен 600 тонна пыл илеççĕ. Уйрăмах 2013 çул пыл илессипе тухăçлă пулнă, 920 тонна илнĕ.

Пыл хурчĕсене ĕрчетес енĕпе республикăра ултă пин ытла çын ĕçлет. Вăтамран пĕр хурт çемйи пуçне 13,6 килограмм пыл илеççĕ. Квалификациллĕ хурт-хăмăрçăсен кăтарту 35 килограма та çитет.

Республикăри хăш-пĕр районсенче пыл хурчĕсен йышлăхĕ пĕр тăваткал метр пуçне 3,2 çемьепе, пĕр гектар ялхуçалăх çĕрĕ пуçне 13,6 çемьепе танлашать. Чăваш Енре обществăлла утарсем сахал мар, вĕсенчен 300-шĕ - ялхуçалăх предприятийĕсенче.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика