01 февраля 2017 г.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Галина Зотован "Вăтăр çичĕ пĕртăван" кĕнеки (редакторĕ - О.М.Иванова, ỹнерçисем - Н.А.Васильева, Д.В.Васильева) пичетленсе тухрĕ. Кĕçĕн çулти ачасем валли хайланă юмахра чăваш алфавитĕнчи туслă саспаллисен хаваслă пурнăçне сăнласа панă автор.
Хайлав кăсăклăхĕпе, унта кăтартса панă ĕçсен хăйне евĕрлĕхĕпе тỹрех тыткăнлать вулакана. Пĕрремĕш йĕркесемех саспаллисем пурăнакан уçланка илсе çитереççĕ. Саспалли ятлă амăшĕн вунвиçĕ хĕрпе çирĕм тăватă ывăл иккен. Галина Вячеславовна кашнинпе уйрăммăн паллаштарать. Вĕсем пурте хăйне майлă, расна. Апла пулин те вăтăр çиччĕшĕ - пĕр çемье, пĕртăвансем. Çакă вĕсене пĕрлештерсе тăрать, шăкăл-шăкăл калаçса туслă пурăнма хистет.
Уçланкăра яланах хаваслă. Саспаллисем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ: "Ю юрлать, Т ташлать, К кулать, ыттисене култарать, С сиккелесе савăнать, Ç çыру çырать..." Амăшĕ вĕсене пытанмалла выляма сĕнсен пурте килĕшеççĕ, туххăмрах тарса çухалаççĕ. Вăйă мĕнпе вĕçленнине вара юмаха хăвăр вуласа тухсан пĕлейĕр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Источник: "Пирěн пурнăç"