АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл путма пуçланă хĕрачана çăлнă

01 февраля 2017 г.

Кирилл Блинов çак кунсенче «Артекран» канса таврăннă.

Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви çулсерен вĕренӳре тата спортра палăрнă шкул ачисене, тĕрлĕ конкурс-фестиваль çĕнтерӳçисене «Артек» лагере кайма путевкăсем парса хавхалантарать. Çакăн пек чыса Хусанушкăнь шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Кирилл Блинов тивĕçрĕ.

Кирилл çинчен каланă май  чи малтанах çак саманта асăнас килет: 2016 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче вăл Тихăнушкăнь ял пĕви енчен пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтнĕ. Тракушкăнче пурăнакан амăшĕпе Кирилл тӳрех унта чупнă. Пĕвери катамаран çинче 7 çулхи хĕрача кăшкăрса макăрнă. Ашшĕ хирĕç ишекен 12 çулхи хĕрачи путма пуç-ланине курсан ăна çăлма васканă, анчах хăй пĕве тĕпне анса кайнă та каялла тухайман. Кирилл катамаран çинчи хĕрачана та, путма пуçланă хĕрачана та çăлнă, анчах арçынна çăлайман. Амăшĕпе Кирилл хăвăртрах васкавлă пулăшу чĕннĕ, тăванĕсене пĕлтернĕ. Çавăн пекех Кирилл шыравçăсене хĕрачасен ашшĕ ăçтарах путса аннине кăтартса пулăшнă. 

Арçын ачан паттăрла ĕçĕ хисепе тивĕç. çавăнпа та Кирила путакана çăлнăшăн тивĕçекен наградăна пама документсем хатĕрленĕ. Райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ Валерий Жиганов пĕлтернĕ тăрăх, район депутачĕсен Пухăвĕнче вĕсене пăхса тухса ырланă, чрезвычайлă лару-тăрусен республикăри Комитетне ярса пама йышăннă.

Кирилл вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать, унăн пултарулăхри тĕрлĕ енлĕ çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Республикăри Космонавтика кунне халалланă «Дорога к звёздам» конкурсри «Космос и ракетно-космическая техника» номинацире 1-мĕш вырăн, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă республикăри вĕренекенсен техника пултарулăхĕнчи «Юный техник» кураври «Оружие Победы» номинацире 2-мĕш вырăн, радиопа ертсе пымалли бронетанк техникин автомодельсен республикăри «Танковый триал» ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăн, республикăри «Дорога к звёздам» конкурсăн район шайĕнчи тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн, техника пултарулăхĕн  «Юный техник» конкурсăн район шайĕнчи тапхăрĕнче 2-мĕш вырăн, шкул ачисен район шайĕнчи олимпиадинче технологи предмечĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă.

çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орлёнок» вăййисен финал ăмăртăвĕсене икĕ çул хушши район командипе хутшăнса 2-мĕш вырăн, шкул командипе «На физической волне» конкурсра физикăпа 3-мĕш вырăн, "Молодежь за здоровый образ жизни" çурхи акцире шкул командипе футзал вăййине хутшăнса район первенствинче 3-мĕш вырăн, 7-9-мĕш классен командăсем хушшинчи волейболла выляссипе район первенствинче 1-мĕш вырăн йышăннă.

 Çак кунсенче Кирилл Блинов «Артекран» канса таврăнчĕ, пурте пĕлекен лагерьте пулнă хыççăн хăйĕн савăк кăмăл-шухăшĕпе хаваспах паллаштарчĕ: «Раççейри чи лайăх лагерь-сенчен пĕрине – «Артека» – кайма тивĕç пулнăшăн эпĕ питĕ савăнтăм.  Эпир, Чăваш Республикинчи тĕрлĕ район-хулари вунă ача, Шупашкартан Мускава поездпа кайрăмăр, Мускавран Симферополе самолетпа вĕçрĕмĕр. Унтан пире автобуссемпе лагере илсе кайрĕç.

Пирĕн смена декабрĕн 30-мĕшĕнче пуçланчĕ. Эпĕ «Артекăн» хĕвеланăç енче вырнаçнă «Кипарисный» лагерĕн 4-мĕш отрядĕнче кантăм. Пĕрремĕш кун – паллашмалли кун. Лагерьпе, çĕнĕ туссемпе, вожатăйсемпе паллашрăмăр. Вожатăйсем вара пирĕн чи лайăххисем пулчĕç. Отрядра 19 ача. Кунне пилĕк хутчен питĕ тутлă çитеретчĕç.

Лагерьти кунсем сисĕнмесĕр пĕр самант пек хăвăрт иртсе кайрĕç. Тĕрлĕ массовкăсем, кăсăклă конкурссем, интереслĕ ăмăртусем кашни кунах иртрĕç. Эпĕ пур çĕре те хастар хутшăнтăм. «Кипарисный» лагерьпе «Артек» лагерĕн отрячĕсем хушшинче футболла выляса смена вĕçĕнче эпĕ виççĕмĕш вырăншăн диплома тивĕçрĕм.

Ытларах мана Севастополь паттăр хулара пулнă экскурси кăмăла кайрĕ, мĕншĕн тесен çар флочĕн музейĕ тата панорама çинчи çар техники асра юлчĕ.

Çĕнĕ çула паллă тума лагере тĕрлĕ ансамбльпе пĕрле «Челси» ушкăн та килчĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче хитре фейерверк пулчĕ.

Лагерьте пурăннă вăхăтра нумайăшĕпе туслашса пĕр пысăк çемьери пек пĕр-пĕриншĕн çывăх çынсем пулса тăтăмăр.

Кил еннелли çул тунсăхлă та, савăнăçлă та пулчĕ, мĕншĕн тесен тăван вырăн пекех пулса тăнă «Артекран», çĕнĕ туссенчен уйрăлмалла, çав хушăрах çемьепе тата тăвансемпе тĕл пулас килет.

Каялла килнĕ чух вăхăт питĕ хăвăрт иртрĕ: Симферопольтен Шереметьево аэропортне, унтан поездпа Шупашкара – акă эпĕ каллех чăваш çĕрĕ çинче. «Артекри» савăнăçлă та çутă кунсем вара ман чĕрере яланах упранĕç».

Аса илтерес килет, 2015 çулта пирĕн патра вĕренекен Марина Токшикова тата Дима Макаров «Артекра» канса килнĕччĕ. Юлашки вăхăтра  пирĕн шкултан виçĕ ача «Артека» кайма тивĕç пулнипе эпир мăнаçланатпăр.

Светлана ЯРУТКИНА, Хусанушкăнь шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика