АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штанашсен юрри-кĕвви - пуриншĕн те чун уççи

03 февраля 2017 г.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вырăн тупнă чăвашсене, тăван тăрăхшăн тунсăхлакан йăхташсене нумай çул хушши Акатуй уявĕ пĕр тĕвве пĕтĕçтерсе тăнă. 2012 çултанпа вара "Иксĕлми çăлкуçсем" радио-конкурс-фестиваль вĕсене тĕл пулма май туса парать.

Январĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменне Тутарстанри, Ульяновск, Самар, Пенза тата ытти облаçсенчи, республикăри районсенчи фольклор ушкăнĕсем килсе çитнĕ. Палăртас килет, регионсем хушшинчи çак конкурса хĕрлĕчутайсем те кашни çулах хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул радиоконкурсра хăйĕн пултарулăхне Пантьăк ял тăрăхĕн "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ кăтартса панăччĕ. Кăçал вара хăйĕн таланчĕпе, ăсталăхĕпе Штанаш ял тăрăхĕн "Шуçăм" фольклор коллективĕ паллаштарнă. Асăннă коллективăн юрри-кĕвви те, çи-пуçĕ те тĕлĕнмелле илемлĕ. Штанашсем жюрие хитре сасăпа та тыткăнланă.

Пĕтĕмпе радиоконкурсра 26 фольклор коллективĕ тупăшнă, кашниех сцена çине тĕрлĕ характерлă икĕ произведенипе тухнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ ЧР культура министрĕн çумĕнчен, Вячеслав Оринов аллинчен, виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика