АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлешмесĕр уйрăлаççĕ

03 февраля 2017 г.

 Çапла калас килчĕ манăн район администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăçалхи январь уйăхĕнчи пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерсен. Мĕн каламалла-ха тата, енчен те январьте районта пĕр туй та пулман-тăк? Çав хушăрах вара 5 çемье арканнă!

Çамрăксем халĕ мĕншĕн çемье çавăрмаççĕ? Яваплăхран хăраççĕ - çемье пурнăçĕ чылай йывăрлăх кăларса тăратать-çке-ха. Тата паян гражданла, ирĕклĕ хутшăнусем йăлара - мĕншĕн пĕрлешсе чăрманас? Хутшăнусенче мĕн те пулин килĕшмерĕ - хĕрпе каччă иккĕшĕ ик еннелле çаврăнса утаççĕ кăна...

Февраль уйăхĕнче туй тăвас шухăшлисем пур-ши тата? Кайран вĕт март-апрель уйăхĕсенче Аслă типĕ пулать, туй тăвас текенсем каллех пулмĕç. ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пур иккен типпе кĕриччен пĕрлешес шухăшлисем, виçĕ заявлени панă.

Юрать-ха, ачасем çуралма пăрахман районта. Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче 10 ача - 6 арçын ачапа 4 хĕрача - çуралнине регистрациленĕ. Çав хушăрах январьте хĕрлĕчутайсен 27 çынна юлашки çула ăсатма тивнĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика