АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçасăрах-ши çак йытăсем?

03 февраля 2017 г.

 Ку ỹкерчĕке эпĕ январĕн 31-мĕшĕнче район центрĕнче турăм. Тăр кăнтăр кунĕнче Çĕнĕ урамăн 17-мĕш тата 47-мĕш çурчĕсем хушшинче, райбольница умĕнче, тем пысăкăш йытăсен кĕтĕвĕ çỹретчĕ. Ерипен вĕсем "Магнит" лавкка еннелле анса кайрĕç, çула май тротуар тăрăх утакан çынсен сехрисене самаях хăптарчĕç.

Тем тесен те çак йы-тăсен хуçисем пурах - çапкаланса çỹрекенсем пек имшерленсе, сăнсăрланса кайман. Хăшĕсен мăйкăч та пур. Хамăрăн йытă лайăх пек туйăнать çав пире, вăл лăпкă, никама та çыртмасть тесе пĕр шухăшсăр ирĕкре чуптаратпăр. Вĕсем вара халĕ, вăхăт çуркунне енне сулăннине сиснĕ май, пĕр кĕтĕве пухăнаççĕ. Ача-пăчана тапăнас, кама та пулин çыртас пулсан? Кам явап тытĕ ун чух?

Сăмах май, шăпах январĕн 31-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Александр Башкиров ертсе пынипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнса калаçнă. Тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явнипе пĕрлех вĕсем килсĕр йытăсене тытасси пирки те калаçнă. Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов ветеринарин патшалăх службин çĕнĕ хушăвĕпе паллаштарнă, унта сăмах урамра хуçасăр çỹрекен йытăсене тытмалли правилăсем пирки пынă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕпе тата ветеринари службипе килĕшỹ тунисене çапкаланса çỹрекен йытăсене тытма ирĕк параççĕ, çакăншăн укçа та тỹлеççĕ - пĕр йытăшăн 324 тенкĕ.

Йытă хуçисен яваплăха туймаллах, тăватă ураллă тусĕсене кăкарса усрамалла, ăçта кирлĕ унта чупма май памалла мар.

Алина ИТТИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика