АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн сывлăха, пурнăçа эрех пĕтерет

03 февраля 2017 г.

Январĕн 31-мĕшĕнче район больницинче ĕçлекенсем пĕрле пухăнса 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Шур халатлисен пухăвне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай начальникĕ, район больницин кураторĕ Марина Александрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев каласа пачĕ. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 15 пин те 346 çын пурăннине шута илнĕ. Вĕсенчен ачасем (14 çула çитиччен) - 2139, 15-17 çулхисем - 455, 18 çултан аслăраххисем - 12752.

Ĕçлеме пултаракан çынсем районта иртнĕ çул 8030 çын пулнă. Вĕсенчен 2560-шĕ çеç (1050 арçын тата 1510 хĕрарăм) ĕçленине шута илнĕ. Ыттисем, ахăртнех, республика тулашне ĕçлеме çỹренĕ е ниçта та вăй хуман.

Юлашки вăхăтра çын вилесси те, ача çураласси те чакни палăрать. 2015 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр ача çураласси 14,9 процент чакнă, урăхла каласан, 17 ача сахалтарах çуралнă.

Вилекенсен шучĕ 2015 çулхинчен 7,3 процент чакнă, 2016 çулпа танлаштарсан 21 çын сахалтарах вилнĕ. Пĕлтĕр вилнĕ 330 çынран 154-шĕ - хĕрарăмсем, 176-шĕ - арçынсем. Çут тĕнчепе яланлăхах сывпуллашнисенчен 249-шĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем. Хĕрлĕчутайсем ытларах нерв тытăмĕн, юн çаврăнăшĕн чирĕсене пула вилеççĕ. Тулашри сăлтавсене пула та чылай çын вилет, кун пеккисен шучĕ çултан-çул ỹссе пырать. Сăлтавĕ - çынсем эрехпе туслашни. Пĕлтĕр вилнĕ арçынсенчен 77-шĕ шăпах çак сăлтавпа пурнăçран уйрăлнă, вĕсем пурте ĕçлеме пултараканскерсем пулнă. Эрех-сăра серепине лекнĕ çынсем ытларах чухне çакăнаççĕ, аманаççĕ, тĕрлĕ инкекре пĕтеççĕ.

Вар-хырăм чирĕсене пула вилекенсем те чылай. Анчах та çак чирсем ытларах чухне мĕншĕн аталанаççĕ? Тĕрĕс, эрех ĕçнине пула. Çапла вара "симĕс çĕлен" каллех сывлăха, пурнăçа пĕтернин сăлтавĕ пулса тăрать.

Районта пурăнакансем хушшинче çавăн пекех усал шыçăсемпе (257 çынна диспансерлă учета илнĕ, ытларахăшĕн - кăкăр ракĕ), туберкулезпа (32 çынна учета илнĕ) чирлекенсем нумай. Рака пула пĕлтĕр 24 çын вилнĕ, туберкулезпа - 3 çын.

Çынсен сывлăхĕпе тата пурнăç тăршшĕпе çыхăннă лару-тăру çăмăлах маррине кура район больницинче ĕçлекенсем кăçал хăйсен умне çакăн пек тĕллев лартнă: районти демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, вилес-сине чакарассипе тимлесе ĕçлемелле. Ачасен тата аслисен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла, диспансеризацие пахалăхлă ирттермелле, çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтармалла. А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика