АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утмалла

08 февраля 2017 г.

Ĕнер, февралĕн 7-мĕшĕнче, районти Культура çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район Пухăвĕн депутачĕсем, районти тĕрлĕ учрежденисемпе предприятисен ертỹçисемпе ĕç коллективĕсем хутшăннипе анлă канашлу иртрĕ. Унта районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2017 çулта туса ирттермелли ĕçсене тишкерчĕç.

Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ Владимир Аврелькин ертсе пычĕ. Пухăннисене чи малтанах райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа пачĕ. Александр Викторович пĕлтĕр районта чылай ĕç тунипе пĕрлех çиччĕмĕш фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнине, çĕнĕ çулсем хута кайнине, район центрĕнчи çĕнĕ çуртра тăлăхсемпе нумай ачаллă çемьене хваттерсем панине каларĕ. (Пĕлтĕр районта пулса иртнĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен эпир район хаçатĕнче çутатсах тăтăмăр - çавăнпа та докладри ĕçсем пирки туллин чарăнса тăмăпăр).

Унтан ЧР культура министрĕн çумĕ, районăн кураторĕ Вячеслав Оринов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн сек-ретарĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тухса калаçрĕç.

Сăмах илнисем пурте республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне тĕпе хурса калаçрĕç, пирĕн пурин те "кашни çын ырлăхĕ - чи пысăк хаклăх" тенине тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртрĕç.

Тухса калаçнисем пурте пĕлтĕр районта сахал мар ĕç тунине палăртрĕç. Вĕсен сăмахĕнченех эпир кăçал та районта чылай ĕç тума пăхса хунине пĕлтĕмĕр: Шулюра çĕнĕ клуб тăвĕç, тăватă ялта - Ачкассинче, Калкассинче, Тумликассинче, Кив Атикассинче - çулсем пулĕç, Серенкассинче тата Ишеккассинче клубсене юсаса çĕнетĕç.

Çавăн пекех канашлура сăмах районта туризма аталантарасси, çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, район центрĕнче çуртсем ытларах тăвасси пирки пычĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пирĕн районта тумалли ĕçсем чылай пулнине палăртрĕ, унтан çапла каларĕ: "Патшалăх районсене аталанма сахал мар укçа уйăрать, çав укçапа тĕллевлĕн усă курмалла. Çамрăксене ялта юлма майсем туса памалла, çакна валли мĕн кирлине пĕтĕмпех тумалла".

Юлашкинчен ĕçре тата вĕренỹре палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç. Районти пултаруллă çамрăксене - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсене Елена Гурьянована, Алексей Дадюкова, Станислав Михопаркина, Татьяна Мурайкинана, Анна Сармандейкинана, Юрий Степанова, Марина Токшикована, Юрий Тимофеева, Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенне Валентина Михеевана, Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенне Анастасия Семенована ЧР Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнине ĕнентерекен Свидетельство пачĕç.

Мăн Этмен шкулĕн истори учительне Николай Иванович Полозина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хиеплĕ ят парса чысларĕç.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Геннадьевна Кузнецова нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ.

Культурăна аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР Культура минис-терствин Хисеп грамотине районти Культура çурчĕн балетмейстерĕ Наталья Ивановна Храмова тивĕçрĕ.

Обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн тата район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне район пуçлăхне Александр Юрьевич Степанова тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта музыка вĕрентекен Валентина Иосифовна Грачевана парса чысларĕç.

Кăçалхи евĕр канашлу кашни çулах иртнине пурте пĕлетпĕр. Пĕлтĕрхи канашлура та татса памалли чылай ыйтăва палăртнăччĕ. Вĕсене уçăмлатас тесе мĕнле ĕçсем туни пирки яваплă вырăнсенче ĕçлекенсене сăмах паратпăр.

Алина ЯРАБАЕВА, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ:

- Пĕлтĕр çулла района республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсен сăмах "сăрă" ĕç рынокĕ, усă курман çĕрсемпе хуçасăр çĕр пайĕсем пирки пынăччĕ. Çынсене ĕçпе тивĕçтерес, ĕç укçине саккунпа килĕшỹллĕн илсе тăнине тĕрĕслес ыйтусемшĕн пирĕн Экономикăн çирĕп аталанăвĕпе тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтерекен комисси яваплă. Пĕлтĕр асăннă комиссин тăватă ларăвĕ иртрĕ, вĕсем уйрăм предпринимательсен тата учрежденисемпе предприятисен налуксемпе çыхăннă ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Çынсене ĕç укçине конвертпа тỹленине тĕрĕслес тĕллевпе эпир прокуратура, налук инспекцийĕн тата Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсемпе пĕрле виçĕ рейд ирттертĕмĕр. Пурĕ 16 субъекта тĕрĕслерĕмĕр, саккуна пăснă икĕ тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Сăмах май, пĕлтĕр пирĕн районта çынсене тара тытса ĕçлеттерекен тата 10 уйрăм предприниматель хушăнчĕ. Усă курман çĕр пайĕсем пирки калас пулсан, ку енĕпе 73 процент таран ĕç тунă, ĕç малалла пырать. Паянхи куна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен аллинче суд урлă татса памалли 100 çĕр пайĕ пур. Тата 2000 çĕр пайĕ пирки судра пăхса тухма кирлĕ. Хальлĕхе çĕр пайĕсем пирки суда тавăç хучĕсем тăратассипе ĕçсем Кив Атикасси ял тăрăхĕнче япăхрах пыраççĕ. Пĕлтĕр усă курман 1623,9 гектар çĕре çаврăнăша кĕртме май килнĕ. Пĕтĕмĕшле вара 2016 çулта ялхуçалăх культурисене 10682,6 гектар çинче акса хăварнă, 2015 çулпа танлаштарсан - 118,6 процент.

Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ:

- Паянхи куна районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхах пулманни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Шел те, çуралакан-семпе танлаштарсан, вилекенсем çав-çавах нумайрах. Ытларах арçынсем вилеççĕ, чылай чухне сăлтавĕ - эрех ĕçни. Çак усалпа кĕрешме хальхи вăхăтра чылай ĕç пурнăçланать. Акă çĕршыв шайĕнче спиртлă шĕвексене сутма чарасси пирки йышăну турĕç. Районти полици уйрăмĕн ĕçченĕсем спиртлă шĕвексене саккунсăр сутнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Аса илтеретĕп, пĕлтĕр 161,3 литр çакăн пек шĕвеке туртса илсе тĕп турăмăр. Тĕрĕслев ĕçĕсене малашне те пурнăçласах тăрăпăр.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика