08 февраля 2017 г.
2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕ Инçет хĕвелтухăçĕнче тỹлевсĕрех çĕр илеет. Çакăн пек тума "Инçет хĕвелтухăçĕнчи гектар" çинчен Федераллă саккун ирĕк парать.
Çĕр лаптăкне илме кăмăл пуррисем заявление интернет урлă - "НаДальнийВосток.РФ" федераллă информаци тытăмĕпе усă курса - пама пултараççĕ. Çак программа 2016 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен старта тухнă. Çавăнтанпа граждансем çĕр лаптăкне илмешкĕн 30 пин заявлени панă.
Ыйтса çыракансем чи нумаййи (33 процент) - Якутире, иккĕмĕш вырăнта - Тинĕс тăрăхĕ (28 процент), виççĕмĕш вырăнта - Сахалин облаçĕ (16 процент). Статистика кăтартса панă тăрăх, çĕр ыйтса çыракансенчен 28 проценчĕ инçетри çĕр çинче кил-çурт лартасшăн, 17,5 проценчĕ аграри енĕпе ĕç пуçарса ярасшăн.
Инçет хĕвелтухăçĕнче çĕр илме йывăр мар. Документсене йĕркелесси те тỹлевсĕр. Пĕрремĕш çулне çĕр илекенĕн унпа мĕнле усă курассине палăртмалла, виçĕ çултан деклараци памалла. Пилĕк çул тỹлевсĕр усă курнă хыççăн ăна харпăрлăха куçарма е нумай çуллăха тара пама юрать. Программăпа килĕшỹллĕн коллективлă заявкăсем (10 çын таран) те йышăнаççĕ. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"