08 февраля 2017 г.
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, следовательсем Утаркасси çынни тĕлĕшпе пынă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçленĕ. Ку синкерле ĕç-пуç 2016 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Утаркасси ялĕнче пулса иртнĕ. 48 çулхи ниçта та ĕçлемен ỹсĕр арçын 55 çулхи пиччĕшĕ патĕнче пулнă, унпа хирĕçсе кайнă. Ĕç сăмахпа вăрçнипех вĕçленмен, шăллĕ пиччĕшне питĕ вăйлă тапса, çапса пĕтернĕ. Атă тăхăннăскер пуçĕнчен, кĕлеткен ытти пайĕсенчен тапнă. Çапла арçыннăн 12 кăкăр шăмми хуçăлнă, сылтăм енчи пĕверĕ çурăлса кайнă тата ытти органсем суранланнă. Йывăр сурансене пула арçын вырăнтах вилсе кайнă. Мĕншĕн ун пекех хĕнемелле пулнă-ши? Уголовлă материалтан паллă: пиччĕшĕ шăллĕне хăйĕн патĕнчен кăларса ярасшăн пулнă. Тĕлĕнмелле те, эрехпе пуçне минретнĕ арçыншăн çак сăлтав пиччĕшне вĕлерме çителĕклĕ пулнă. 48 çулхи арçын айăпне ĕнентерекен никĕс çителĕклĕ пулнине кура ĕçе Етĕрнери район судне ярса панă. Çапла майпа вăл РФ УК-ан 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе айăпланать, кĕçех унăн суд тенкелĕ çине ларма тивĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"