08 февраля 2017 г.
Районти полици уйрăмĕ вутлă хĕç-пăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе, сирпĕнекен япаласемпе тата ытти хатĕрсемпе çыхăннă преступленисен профилактикине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та оперативлă профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăратпăр пулин те хăш-пĕр граждансем административлă саккуна пăснă тĕслĕхсем те пулкалаççĕ. Ытларах хĕç-пăшала упрамалли условисене тата регистрацилемелли сроксене пăсаççĕ.
Палăртса хăварас килет, район территорийĕнче çаврăнăшра 400 ытла единица хĕç-пăшал пур. Регистрацилемен хĕç-пăшал пирĕн районта хальлĕхе пур-ха.
Районта пурăнакансене çакна аса илтеретпĕр: камăн килĕнче регистрацилемен пăшал пур, вĕсем ăна хăйсен ирĕкĕпе районти полици уйрăмне килсе пама пултараççĕ. Хĕç-пăшал хатĕрĕсене хăйсен ирĕкĕпе паракансене патшалăх укçа тỹлет. Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн вутлă хĕç-пăшала хăй ирĕкĕпе тавăрса паракан çынна (ют çĕршыв гражданинне те), енчен те вăл преступлени туман пулсан, уголовлă явап тыттармаççĕ.
Регистрацилемен пăшалпа тытса чарсан вара явап тытма тиветех. Хăвăр ирĕкпе хĕç-пăшал тавăрса парас тесен полици уйрăмне çак телефон номерĕсемпе шăнкăравлама пулать: 2-11-02, 2-17-92 е 02.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"