АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çĕрĕ çинче…

08 февраля 2017 г.

Республикăри çĕрсемпе киревсĕр усă курни çинчен Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленине çулсерен çыру-çăхав килет. Палăртмалла, пĕрне те тимлĕхсĕр хăварман. Çийĕнчех вырăна тухса лару-тăрăва тĕпченĕ. Чăнах та, çăхавсем ахальтен çуралмаççĕ иккен. Нумай чухне йĕркене пăсни куç умне тухса тăрать. Ытларах чухне çумкурăк, йывăç-тĕм ашкăнса ларакан лаптăксем куçа тăрăннă. Шел те, çỹп-çап куписенчен те хăтăлса пĕтейместпĕр-ха.

Унитаз ванчăкĕсен купи

Сĕнтĕрвăрринчи ку тăрăх пирки илтмен çын çук пулĕ - паллă ентешĕмĕр Андриян Николаев ачалла чупса ỹснĕ вырăнсем. Анчах та пĕлтĕр Шуршăл тăрăхне прессăра лайăхах мар енчен аса илчĕç. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче унитазсен купине сахал мар сỹтсе яврĕç. Районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан Шупашкар прокуратури çакăн хыççăн Россельхознадзора çырупа тухрĕ. Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каланă тăрăх, чăнах та, 81 тăваткал метр çĕр çинче унитаз, раковина ванчăкĕсем йăванса выртнă. Çакăншăн ял тăрăхĕн администрацине РФ КоАП-ĕн 8.6 статйин 2 пайĕ тăрăх административлă майпа явап тыттарнă, штраф - 40 пин тенкĕ. Çĕр лаптăкне 64800 тенкĕлĕх сиен кỹнĕ.

Икĕ региона шухăшлаттаракан çỹп-çап

Ку лаптăка фотоаппарат объективĕ туллин илеймест те. Чăннипе, Уçă кадастр картти (публичная кадастровая карта) тăрăх та уçăмлăх çук çак вырăн пирки. Чикĕне кăтартакан йĕр пĕрре кăна пулмалла, анчах та ку лаптăкăн иккĕ таранах.

Çỹп-çаплă лаптăк икĕ республика - Тутарстанпа Чăваш Ен - чиккинче вырнаçни лару-тăрăва пушшех те кăткăслатать. Кам айăплă? Хăш регион çĕрĕ шар курать? Çак ыйтусем çине нумай çул ĕнтĕ хурав "шыраççĕ".

Куславкка район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кунти çỹп-çап купине пĕтерес тесе 2004 çултанпах тăрăшаççĕ. Вырăнти çынсем каланине ĕненес-тĕк, Тутарстан çĕрĕ çинчи ăпăр-тапăр майĕпен Чăваш Енелле "куçса пырать". Тĕлĕнмелле, шлагбаум та лартнă çакăнта. Çывăхри поселокăн коммуналлă службин представителĕсем кунта пĕрмаях ĕçлеççĕ иккен. Палăртса хăварам, Тутарстан поселокĕ пирки сăмах пырать.

Йĕрке тăвас тĕллевпе 2007 çулта районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан Шупашкар прокуратурине, 2008 çулта Тутарстан Президенчĕ патне çырупа тухнă. Çав вăхăтрах Куславкка район администрацийĕ Ростехнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ.

Юлашки çулсенче Россельхознадзорăн Тутарстанри тата Чăваш Енри управленийĕсен, Роспотребнадзорăн, икĕ регионăн çутçанталăк министерствисен специалисчĕсем çак вырăна тĕпченĕ. Актсем çырнă паллах, штрафсем хывнă. Анчах çаплах унти çỹп-çап сахалланмасть-ха. Сахалланма-и унта? Çулсерен хушăнсах пырать çеç. Россельхознадзор специалисчĕсем юлашки хут кунта 2016 çулхи октябрь уйăхĕнче пулнăччĕ. Иккĕленместĕп, унтанпа лару-тăру пачах та улшăнман. 2015 çулта кунашкал пĕр тĕрĕслев хыççăн айăплине те тупса палăртнă.

Росприроднадзорăн Тутарстанри управленийĕ "Нижневязовский жилкомсервис" МУП-а экологи требованийĕсене пăхăнманшăн РФ КоАП-ĕн 8.2 статйи тăрăх явап тыттарасшăн пулнă. Предприяти ĕç-хĕлне чарса лартма ыйтса материала суда панă. Апла пулин те çỹп-çап вырăнтах-ха.

"Кĕрешỹ" вĕçленмен-ха, юлашкинчен администраци Тутарстан Республикин Экологи тата çутçанталăк ресурсĕсен министерствине çыру хатĕрленĕ: Куславкка район çĕрне çỹп-çаппа варалама чарма ыйтнă.

Ăçти йĕркесĕрлĕх пирки сăмах пырать-ха? Тутарстанпа Чăваш Ен чикки. Куславкка районĕнчи Курăчкин ялĕнчен инçех мар иртекен çул хĕрринче "Республика Татарстан" тесе çырнине курнах ĕнтĕ. Е йăсăрланса выртакан çỹп-çап купи куçа тăрăннах. Ăна асăрхамасăр иртеймĕн. Кирлĕ мар ăпăр-тапăр купи 3 гектара яхăн çĕр йышăнать-ха та. Мĕн кăна çук кунта: пластик тата кантăк, кĕленчесем, кивĕ тумтир, атă-пушмак, полиэтилен тата тимĕр савăтсем, кивĕ хăма тата ытти те.

Асăннă лаптăк хуçи пирки пĕлес килетех ĕнтĕ. Уçă карттă тăрăх - пĕр общество арендинче вăл (Чăваш Енрен). Анчах та общество хуçи çакăн пирки ку таранччен те пĕлмен иккен. Те чăнах та, икĕ йĕрлĕ чикĕ пăтратса янă ĕнтĕ? Нумаях пулмасть суд пулнă. Çĕр саккунĕсене пăсни куç кĕрет. Кам айăплă? Хуравсăр çаплах çак ыйту...

Официаллă, анчах чикке пăхăнман Чикĕ пирки калаçнă май тепĕр тĕслĕх те аса килет. Юрать-ха, ку çỹп-çап купи тĕлĕшпе йăлт уçăмлă. Айăпли те паллă. Куславкка районĕнчи ку çỹп-çап вырăнне официаллă майпа çирĕплетнĕ-ха. Анчах та ăна пăхса тăракан общество полигон чикĕрен тухса кайнине шута илмен. Çỹп-çапа ял-хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинех пăрахма пуçланă. Обществăна 90 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Пĕлтĕр пĕтĕмпе Чăваш Енре Россельхознадзор ĕçченĕсем ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă 1 гектар ытла çĕре тупса палăртнă: Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславк-ка тата Çĕрпỹ районĕсенче.

Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика