10 февраля 2017 г.
Ыран, февралĕн 11- мĕшĕнче, пирĕн районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2017" массăллă чупу иртет. Спорт уявĕ Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта пулать. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне шкулсенче вĕренекенсен, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пĕрлештернĕ командисене кĕтетпĕр. Çул ỹсĕмĕсене кура спортсменсем 2-5 километр чупĕç. Чи малтанах старта ертỹçĕсем тухаççĕ, вĕсем 2017 метр тăршшĕ чупĕç. Старта тухиччен пурин те хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттермелле! "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2017" ăмăрту 11 сехет те 30 минутра пуçланать.
Алексей НИКИТИН, район администрацийĕн спорт секторĕн заведующийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"