10 февраля 2017 г.
Февралĕн 7-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Павловпа тĕл пулнă. Валерий Михайлович республика Пуçлăхне 2016 çулта Чăвашпотребсоюз пурнăçланă пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 10,8 млрд тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Çак кăтарту - Атăлçи федераци округĕнче чи лайăххи.
Потребкоопераци çынсене пулăшас тесе нумай ĕç тăвать - аякри ялсенче те лавккасем ĕçлеççĕ, чылай лавккана автоматизациленĕ, çакна валли 100 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Конкуренци пысăк пулнине пăхмасăр Чăвашпотребсоюз лавккисенче вырăнти тавар туса кăларакансен продукцине сутаççĕ. Валерий Павлов çавăн пекех инновациллĕ проектсене пурнăçа кĕртни çинчен те пĕлтернĕ. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра Комсомольски районĕнче улма-çырла сĕткенĕ (натуральный сок) кăларакан цех уçассипе ĕçсем пыраççĕ, вăл кăçалах хута кайĕ.
"Эсир яллă вырăнсенчи халăхăн 90 процентне тивĕçтеретĕр, çавăнпа та сирĕн пулăшусем пахалăхлă пулмалла. Халăх хальхи йышши лавккасене, апатлану çурчĕсене çỹреме кăмăллать, пахалăхлă, экологи енчен таса продукци туянасшăн - эсир çакăнпа тивĕçтеретĕр. Малашне сирĕн Раççей рынокне те тухмалла, калăпăр, федераллă суту-илỹ сечĕсем урлă", - палăртнă Михаил Игнатьев.
Источник: "Пирěн пурнăç"