10 февраля 2017 г.
Февралĕн 12-мĕшĕнче Калкасси ялĕн че пурăнакан Василий Борисович Немешкин 50 çул тултарать.
Шĕмшеш ялĕнчи Лидия Ивановнăпа Борис Васильевич Немешкинсен çемйинче ултă пĕртăван ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене ачаранах ĕçе юратма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ. Ачисене пĕр мăшăрпа ĕмĕрлесе çемье ăшшине упрама вĕрентсе пыраççĕ. 8 теçетке çулĕ çине пуснă пулин те выльăх-чĕрлĕхне те тытаççĕ, пахча çимĕç ỹстереççĕ. Пирĕнтен телейли çук та пулĕ, теççĕ вĕсем ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăннăран.
Вăрлăхне кура çимĕçĕ теççĕ халăхра. Лидия Ивановнăпа Борис Васильевич Немешкинсен Василий ывăлĕ те пĕртăванĕсем пекех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Василий Калкасси ялĕн хĕрĕпе Тамара Ивановна Артемьевапа пĕрлешнĕ, вĕсем ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. 50 çул - çур ĕмĕр. Çак тапхăртан вĕсен телейлĕ пурнăç пуçлантăр, çемьере юратупа килĕшỹ хуçаланччăр.
Зоя АРТЕМЬЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"