АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăсушкăнь ял уявне тĕпченĕ хĕрача Мускавра çĕнтернĕ

15 февраля 2017 г.

Вырăсушкăнь ял уявне тĕпченĕ хĕрача Мускавра çĕнтернĕ

Историе пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхĕ редакцине килнĕ çырăва вуласа тухнă май тепĕр хут çирĕпленчĕ. Çырăва Шупашкартан пирĕн пата ахальтен яман. Унта çырса кăтартни хулари ентешсем Чутайри йăх-тымара, йăла-йĕркесене манманнипе, вĕсене тĕпчесе çутатнипе çыхăннă.

Тĕп хуламăрти 48-мĕш вăтам шкулта 9 "А" класра вĕренекен Екатерина Алексеева вырăсушкăньсем йĕркелесе ирттерекен "Пукане" авалхи йăла уявне тĕпчет. Çак уяв пирки вăл наукăпа тĕпчев ĕçĕ çырса кăçал февралĕн 3-5-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Д.И.Менделеев ячĕллĕ конкурса хутшăннă. Раççей регионĕсенчен 400 ытла ĕçе тишкернĕ унта. Конкурс хỹтĕлевĕ 13 секци енĕпе иртнĕ. Екатерина Алексеева "Истори" секцинче хăйĕн ĕçне хỹтĕленĕ.

Хĕрача Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вырăсушкăнь ялĕнче иртекен "Пукане" уявĕ çинчен питĕ интереслĕ те лайăх каласа кăтартнă. Жюри, кун пек уяв çинчен нихăçан курман-илтменскер, тĕлĕнсе пăхса ларнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе Катя çĕнтерỹçĕ ятне, пĕрремĕш степеньлĕ Диплома, ылтăн медале тивĕçнĕ тата Пĕтĕм халăхсен "Артек" ачасен центрне ("Олимп патне - çул" наукăсен фестивалĕ" профильлĕ сменăна) кайма путевка çĕнсе илнĕ.

Калас пулать, пирĕн района хĕрача ăнсăртран суйласа илмен. Малтанах унăн ашшĕн тымарĕсем Мишеркасси ялĕнчен тухнине палăртмалла. Шел те, çак ялти мăн аслашшĕ, Филипп Ефимович Дементьев, çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Кĕçĕн мăнукĕн пысăк çитĕнĕвне пĕлнĕ пулсан вăл та çав тери савăнĕччĕ. Алексеевсен хурăнташĕсенчен паян Туктамăшри Ольга Филипповна Юманкина кăна пурăнать иккен.

Тăван-пĕтен сахалланса пынине пăхмасăр Катя тĕпчев ĕçĕ çырас шухăшпа пирĕн тăрăхах туртăннă, чăвашсемпе вырăссем пĕрлешсе пурăннă çĕрти йăла-йĕркесемпе уявсене интересленсе шыранă. Çавăн йышши уява вăл Вырăсушкăнче паллă тунине пĕлсен тỹрех тĕпчеме тытăннă, яла çитсе йăла-йĕркепе паллашнă. Çамрăк тĕпчевçĕпе унăн вĕрентекенне 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче ялти культура çурчĕн методисчĕ Вячеслав Борисович Бармин ял çыннисемпе тĕл пулса калаçма пулăшнă. Яла çитсе кунти йăла-йĕркепе паллашни тĕлĕнмелле пуян материал пухма май панă. Хĕрача ял çыннисен асаилĕвĕсене, çак ялта иртекен "Пукане" уявра юрлакан фольклор юрри-сене çырса илнĕ, сăнỹкерчĕксем тунă.

Хĕрачан района килсе çỹресси кунпах вĕçленмен. Вăл иртнĕ çул çемйипе Мишер-касси ялĕнче иртекен Троица уявне килсе курнă, кăçал вара Вырăсушкăнне килсе "Пукане" уявне хутшăнасшăн, ỹкерсе илесшĕн.

Сăмах май, кун пек уяв районта пĕртен-пĕр Вырăсушкăнче кăна иртет. Çак вырăс халăхĕн евĕр уяв ешĕл курăка мухтамалли кун шутланать, ăна Троица иртсен эрнерен паллă тăваççĕ. "Пукане" уявне паллă тăвассине 19 ĕмĕр вĕçĕнче Ульяновск облаçĕнчен яла куçса килекенсем пуçарса янă. Уяв паянхи кунчченех упранса юлнă. Çав кун ял çыннисем тĕрлĕ курăксем, чечексем пухса пысăк "пукане" ăсталаççĕ, ун тавра ташласа-юрласа савăнаççĕ. Уяв вĕçĕнче "пуканене" уя илсе тухаççĕ, çапла майпа ялтан усал-тĕселе, хуйхă-суйха хăваласа кăлараççĕ имĕш. Унсăр пуçне "пукане" ăнăçу кỹрессе, тыр-пула ăнса ỹстерсе илме пулăшасса шанаççĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика