15 февраля 2017 г.
Шкулчченхи педагогикăра ачасен ăс-тăнне аталантарас ĕçре сенсорлă воспитани паллă вырăн йышăнать. Пĕлỹлĕхĕн ытти тĕсĕсем (фантази, шухăшлав, асра хăварни) тĕпе туйăма хурса аталанаççĕ. Пур професси ĕçĕнче те сенсорлă процесăн пахалăхĕ унăн тухăçлăхĕ çине витĕм кỹрет. Çын пурнăçĕнче сенсорлă процесс аталанни тĕнче илемне курма пулăшать.
Ачасен сенсорика япăх аталанни пĕрремĕш класрах палăрать. Çавăнпа та çак енĕпе ача çуралсанах ĕçлемелле. Малтанхи çултах пĕчĕкскер япаласене тытма хăнăхать, унтан кашăкпа çиме, чашăкпа ĕçме... Ача выляса япаласене калăпăшĕпе, йывăрăшĕпе, формипе, тĕсĕпе уйăрма вĕренет. Выляни вĕренсе пыма пулăшать.
Ачана сенсорлă воспитани парас тесен дидактика вăййисемпе хăнăхтарусем ирттермелле. Дидактика вăййисемпе вĕренỹ методики пек усă курмалла - ачан занятисем патне интерес ỹстĕр, программа материалĕсене çăмăллăн тата лайăхрах ăша хывса пытăр. Пĕлĕве практикăпа çирĕплетмелле. Ăна тĕрлĕ вăйăсемпе килти условисенчех ỹстерме пулать. Тĕслĕхрен, "Типĕ аквариум", "Хăйăр купи", "Пĕкĕсенчен мозаика", "Пăкăра утатпăр" вăйăсем.
"Типĕ аквариум" вăйă çапларах иртет. Пластмас савăта е курупкана тĕрлĕ тĕслĕ пăкăсем хумалла - пỹрнесем, алă тупанĕсем ĕçлеççĕ. Ача вĕсене уйăрма хăнăхать, сас панине итлет тата ытти те. Çак вăййа ачана кăмăл япăх чухне те сĕнме пулать. Çавăн пекех киндер-сюрпризăн капсулисемпе те усă курма май пур. Вĕсем çине тĕрлĕ продукт - рис, пăрçа, фасоль - тултармалла, çине наклейка çыпăçтармалла, унтан тарăн курупкана хурса тухмалла. Ачана интереслĕрех пултăр тесен капсулăсем айне киндер-сюрпризри теттесене пытарма пулать. Çак пособийĕн тĕп хаклăхĕ - пĕчĕкскер мĕн те пулин çĕмĕресрен, çухатасран хăраманни. Унăн тĕллевĕ - ывăннине ирттересси, çурăм тĕртĕмĕсене çемçетесси.
"Хăйăр купи" вăййа тĕпелте выляма пулать. Ỹкерчĕклĕ ывăс е тарăн мар турилкке илмелле. Ун çийĕн çỹхе сийпе пĕр-пĕр вĕтĕ кĕрпе сарса тухмалла. Ачан пỹрнипе кĕрпе тăрăх йĕр туртăр. Тĕслĕ йĕр пулать. Унтан ачана хăйне темиçе çĕрте йĕр туртма калăр. Интерес ỹстĕр тесен унпа пĕрле кĕрпе çинче тĕрлĕ предметсем (карта, çумăр, хумсем) тата саспаллисем "ỹкерĕр". Çапла тусан пĕчĕкскерсен фантазийĕ, алăсен вĕтĕ моторики аталанать, пỹрнесене массаж та пулать.
Пур пĕчĕк ача та тĕрлĕ кнопкăсене кăмăллать. Эпĕ сире компьютерăн кивĕ клавиатуринчен сенсорикăна аталантармалли тетте тума сĕнетĕп. Тĕрлĕ тĕслĕ хутран çаврашкасем, виçкĕтеслĕхсем, тăваткалсем, овалсем касăр, вĕсене клавиатура кнопкисем çине çыпăçтарăр. Унтан ачана сарă çаврашка, хĕрлĕ тăваткал, хĕрлĕ сарă виçкĕтеслĕх... тупма калăр. Çак вăйă тимлĕхе аталантарать, геометри фигурисене вĕренме пулăшать. Вĕсем вырăнне тĕрлĕ чĕрчунсен, улма-çырлан тата пахча çимĕçĕн ỹкерчĕкĕсене çыпăçтарма пулать. Тĕрлĕ тĕслĕ пластмас пăкăсенчен мозаика тума та пулать. Малтанлăха ỹкерчĕке хăвăр тăвăр. Унтан çак ỹкерчĕке ачана туса пăхма ыйтăр. Вăл задание хăй тĕллĕнех тума вĕренсен ытти ỹкерчĕксене те тума хăнăхать. Çакăн пек вăйăсенче ача япалан формипе тĕсне уйăрма вĕренет.
Вăййа йĕркелеме тыткăч (прищепка) та лайăх пулăшать. Ача унпа тĕрлĕ вĕтĕ предметсене хĕстерме хăнăхать. Унсăр пуçне тыткăчсене пĕр-пĕрин çумне хĕстерсе тĕрлĕ теттесем тума пулать: лĕпĕш, пукане, эрешмен тата ыттине те. Кун пек вăйăсем чылай, вĕсем тимлĕхе, фантазие, вĕтĕ моторикăна аталантараççĕ, пỹрнесен вăр-варлăхне çирĕплетеççĕ. Тĕссем, шăршăсем, сасăсем, тăкма, сапма, хуçлатма май пурри пĕчĕкскерсен ăс-хакăлне ỹстерме пулăшаççĕ. Пур ача та тĕрлĕрен аталанать. Анчах та вĕсен пултарулăхĕ палăртăр тесен дидактика вăййисемпе усă курмалла.
Л.УТРИВАНОВА, "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"