17 февраля 2017 г.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи "Авангард" кадет класĕ пирки илтмен çын çук та пулĕ районта. Паянхи кун 11-мĕш класра вĕренекен 19 яшпа хĕр тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнса республикăра кăна мар, çĕршывра та малти вырăнсене йышăнса палăрчĕç. Ирина Евгеньевна Захарова класс ертỹçипе Эдуард Васильевич Романов педагогнаставник тата ытти вĕрентекенсем тăрăшнипе кадетсем вĕренỹре те, çарпа çыхăннă ăмăртусенче те, спортра та, ташă-юрăра та палăраççĕ.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас, патриотизмла воспитани парас енĕпе тăрăшса ĕçлекен шкулта вĕренекенсем çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççех. Çавăнпа та кă-çал кадет класĕнчи пилĕк вĕренекен - Алексей Дадюков, Юрий Степанов, Татьяна Мурайкина, Анна Сармандейкина, Станислав Михопаркин - пĕр харăс Республика Пуçлăхĕн стипендийĕсене тивĕçнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ.
Паллах, кунта çакна палăртса хăвармалла: асăннă кадетсем шкулта пĕлỹ илнипе пĕрлех хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче те ăсталăхĕсене туптаççĕ. Акă, Татьяна Мурайкинапа Анна Сармандейкина Ачасен искусство шкулĕнче хор уйрăмĕн 7-мĕш класĕнче вĕренеççĕ. Вĕсен юрлас ăсталăхне Валентина Грачевапа Венера Молодейкина педагогсем аталантараççĕ.
Çак пултаруллă та маттур хĕрупраçсăр районти пĕр культура мероприятийĕ те иртмест тесен те йăнăш мар. Юрлас таланчĕсем пысăк пулнăран вокалистсен мĕнле кăна конкурсĕнче палăрман-ши вĕсем? Пултарулăхне, çитĕнĕвĕсене курах ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те икĕ çул каялла Хура тинĕс хĕрринче канчĕç. Сăмах май, Таня Мурайкина ют чĕлхесемпе кăсăкланать, шкултан вĕренсе тухсан вăл малалла шăпах çак енĕпе пĕлỹ илесшĕн. Анна Сармандейкина вара журналист пулма ĕмĕтленет.
Алексей Дадюков "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн çăмăл атлетикăпа йĕлтĕрçĕсен уйрăмĕнче 2007 çултанпа вĕренет. Ашшĕ-амăшĕ те спортпа туслă Алексейăн, вăл хăй те аслисенчен юлмасть, тăтăшах çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Çуллахи полиатлон, çар эстафети, пульăпа пересси - çак ăмăртусенче те вăл малтисен йышĕнче.
Юрий Степанов та спортпа питĕ туслă: йĕлтĕрпе те чупать (ку енĕпе унăн пĕрремĕш разряд та пур), çуллахи полиатлон енĕпе те ăмăртусене хутшăнать, тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Пĕлтĕр Мускав хулинче иртнĕ "Марш - çĕнтерỹçĕсене!" смотр-конкурса хутшăннă май кадет класĕн командирĕ пулнăччĕ вăл. Командăна ăнăçлă ертсе пырса малти вырăна тухнăшăн Юрăна унта грамота та панă. Хăйсен класĕнчи чылай кадет пекех Алешăпа Юра малашнăхне çарпа çыхăнтарасшăн.
Кадетсен командирĕ Стас Михопаркин пирки те ыррине кăна калама пулать. Вĕренỹре "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, ытларах истори тата обществознани предмечĕсемпе кăсăкланать. Пурнăç хăрушсăрлăх никĕсĕн урокĕсене те пысăк тимлĕх уйăрать. Юлташĕсем пекех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ май ОБЖ урокĕсенче илнĕ пĕлỹ хăйне питĕ кирлĕ пулассине Стас лайăх ăнланать. Спортра вара ытларах нумай енлĕ ăмăртусене кăмăлланине палăртать. Пур енчен те пултаруллă яш пĕлтĕр "Артекра" та канчĕ.
Çỹлерех çырса кăтартнисĕр пуçне каччăсем виççĕшĕ те Хĕрлĕ Чутай шкулĕн Эдуард Романов педагог йĕркелесе-ертсе пыракан салтак çулне çитмен çамрăксен командин йышĕнче пулчĕç. Çак команда 2004 çултанпа Раççей шайĕнчи Спартакиадăра республика чысне тивĕçлĕн хỹтĕлерĕ. Пĕлтĕр вара вĕсем Краснодар хулинчен иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăнчĕç. Кадет класĕнчи стипендиатсем халĕ 11-мĕш класри ытти вĕрене-кенсемпе танах патшалăх экзаменĕ-сене хатĕрленеççĕ. Вĕсене пурне те пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслевре ăнăçу сунатпăр, маттур та пултаруллă çамрăксен çутă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе чунтанах шанатпăр.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"