17 февраля 2017 г.
Юлашки çулсенче районта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ хушăнсах пырать. Вĕсем хушшинче çамрăксем кăна мар, ватти-вĕтти те пур. Уйрăмах ялта пурăнакан ватăсем тавра-на каç сĕмĕ çапсан урама уçăлма тухаççĕ, скандинави, урăхла финн е çурçĕр, енĕпе утса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Акă Ачкасси ялĕнче пурăнакансем те кашни кунах кил хуçалăхĕнчи ĕçсене вĕçлесен алла йĕлтĕр тытаççĕ те çула тухаççĕ. Сивĕ-и, çил-тăман-и - çанталăкран хăраса тăмаççĕ хайхисем.
Иртнĕ эрнере çак спорт тĕсĕпе туслă çынсене "Чăваш Ен" ПТРК-н ушкăнĕ те - Алексей Енейкин корреспондент тата Вадим Владимиров телеоператор - килсе курчĕ, Ачкасси ял тăрăхĕн администрацине йĕлтĕрсен ултă комплектне парнелесе хăварчĕ. Асăннă спорт тĕсĕпе чи малтанах çак ялта пурăнакан Степан Яндайкин интересленме пуçланă. Ун пирки вăл хаçат-журналта вуласа пĕлнĕ. Ун хыççăн ыттисем те туртăннă. Халĕ вĕсен йышĕ хĕрĕхе яхăн.
Çак спорт тĕсĕн тусĕсем юлашки вăхăтра сывлăх енчен лайăх улшăнусем пуррине пĕлтереççĕ:
Степан ЯНДАЙКИН, ял старости:
- Ялта пурăнакан çын ĕçсĕр ларать-и вăл? Тăтăшах пилĕке хуçма тивет. Унти-кунти ыратмасăр пулмасть. Çавăнпа та 2014 çултанпа çывăрма выртас умĕн уçăлма тухатăп. Ик алла йĕлтĕр туйи тытни вара кăмăл-туйăма çĕкленисĕр пуçне сыпăсем ыратнине те ирттерет. Утнă чухне пĕтĕм тĕртĕмсем те ĕçлеççĕ, чĕрене те çăмăл, юн çаврăнăшĕ йĕркене кĕрет. Ятарласа утма вĕренни кирлĕ мар, çавăнпа та ун патне пурте хăвăрт хăнăхаççĕ. Çакна юлашки вăхăтра ик алла йĕлтĕр туйи тытнă çынсене урама тухсан тăтăшах курни çирĕплетет.
Людмила ЗВЕРЕВА, пенсионер:
- Çак спорт тĕсĕ пирки малтанах нумай илтнĕ. Хĕл пуçлансанах хам та алла туя тытас терĕм. Малтанах килĕшсе каять тесе шутламан та. Халĕ вара таврана каç сĕмĕ çапсанах алăсем хăйсемех йĕлтĕр туйи патне туртăнаççĕ. Ватă çыннăн юн пусăмĕ улшăнсах тăрать-çке: е хăпарать, е анать. Урасем те итлеме пăрахаççĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр эмелсем ĕçни те лайăх мар - организм вĕсене хăнăхать. Çавăнпа та кунсерен кỹршĕсемпе пĕрле уçăлса çỹреме тухатпăр.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"