АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дисциплина начар пулни пĕтерет

17 февраля 2017 г.

Район прокуратури çул çитмен çамрăксем хушшинче саккуна пăсакансем ан пулччăр тесе тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттерсех, шкулсем çак енĕпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслесех тăрать.

Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: 2016 çулхи декабрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен çамрăк РФ Уголовлă Кодексăн 158-мĕш статйипе преступлени тунă. Анчах та ăна çул çитмен пирки уголовлă явап тыттарма май килмерĕ. Çакă вĕренỹ учрежденийĕнче дисциплина хавшак, воспитани шайĕ пĕчĕк пулнине, унта профилактика мероприятийĕсене çиелтен пурнăçланине çирĕплетет. Учреждени администрацийĕ, педагогсем енчен тĕрĕслев çителĕксĕр пулса пырать. Воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ тата ертỹлĕх хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламан пирки представлени тăратма тиврĕ. Ачасем саккуна пăснă тĕслĕхсем Мăн Этмен шкулĕнче, Саланчăкри интернат шкулта пулчĕç.

Етĕрне район сучĕн йышăнăвĕпе профилактика тĕллевĕпе асăннă шкулсенче вĕренекенсене йĕркене пăсакан çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх тытмалли центра 30 кунлăха ячĕç. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе бюджетлă организаци ертỹçисене çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратрăмăр.

Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика