АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци ĕçне аталантарасшăн

01 марта 2017 г.

Федераллă Пухăвăн Федераци Канашĕн экономика политики енĕпе ĕçлекен Комитечĕн ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче потребительсен кооперацине аталантарас енĕпе федераллă саккуна лайăхлатасси пирки калаçнă. Мероприятие Федераци Канашĕн Комитет членĕ Владимир Харламов ертсе пынă. Унта Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацин тата регионти ĕç тăвакан власть органĕсен представителĕсем, Раççей Центросоюзĕн правлени членĕсем, облаçсенчи тата республикăсенчи потребсоюзсен представителĕсем, бизнес-пĕрлешỹсем хутшăннă. Чăваш Ен делегацийĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата правлени председателĕ Людмила Абрамова пулнă. Чăвашпотребсоюз представителĕсем "Курттăм ялхуçалăх пасарĕсем çинчен" федераллă саккун проектне сỹтсе явнă çĕре хутшăннă. Вăл ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсен, ăна курттăмăн сутакансен прависене хỹтĕлеме кирлĕ. Унсăр пуçне Валерий Павлов çыхăну сечĕсенчен аякра вырнаçнă предприниматель ĕçĕн субъекчĕсене таваршăн (ĕçшĕн, пулăшусемшĕн) татăлнă чух наци тỹлев инструменчĕсемпе усă курассинчен хăтарас ыйтăва тăратнă. Çакна вăл интернет сечĕ йĕркеллĕ ĕçлеменнипе е пулманнипе сăлтавланă. РФ Çыхăну комитечĕн министерствин информацийĕ тăрăх, 250 çынран сахалрах пурăнакан яллă вырăнсенче, регионсемпе пăхас пулсан, интернет сечĕпе халăхăн 3-95 проценчĕ усă курать. В.Павлов çавăн пекех потребкоопераци организацийĕсене обязательнăй аудитран хăтарма сĕннĕ. Ларăва хутшăннисем асăннă сĕнĕве ырланă. Раççей Центросоюзне РФ саккунне улшăнусем кĕртмелли сĕнỹсене хатĕрлеме, вĕсене ĕçлекен ушкăн ертỹçине тăратма хушнă. Çавăн пекех ларура потребитель кооперацийĕн организацийĕсене, хăйсен продукцине яллă вырăнсенче саракансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусене хускатнă. РФ Правительстви саккун пуçарăвĕсене пăхса тухнă хыççăн вĕсене РФ Патшалăх Думине тăратать.

Н.АНТОНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика