АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек айккипе иртсе кайтăр

01 марта 2017 г.

Пушар - хăрушă пулăм. Паянхи кун пĕтĕм тĕнчери халăх пушарсене виçесĕр хырçă (дань) тỹлет - пин-пин çыннăн кун-çулĕ татăлать, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх çĕрпе танлашать. Оперативлă даннăйсемпе РФ территорийĕнче иртнĕ çул 139083 пушар пулнă. Вĕсенче 6711 çын вилнĕ, вăл шутра - 420 ача, 94425-ĕн суранланнă. 2016 çулта Чăваш Республикинче 939 пушар (2015 çулта - 978) регистрациленĕ, вут-çулăма пула 94 çыннăн (2015 çулта - 78) кун-çулĕ татăлнă, вăл шутра - 5 ача. Пушарсен тăкакĕ 125 млн ытла тенкĕпе танлашнă. Статистика кăтартнă тăрăх, килте тухнă пушарсен сăлтавĕ - пирус туртнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Хальлĕхе пирĕн хушăра пирус мăкăрлантаракансем чылай. Апла пулсан пушар тухас хăрушлăх та ỹссех пырать. Вĕсен сценарийĕ, тĕрĕссипе, пĕр пек: хаяррине ĕçнĕ, пирус туртса янă, çывăрса кайнă. Йăсăрланса çунакан сигарет хăвăрт илсе каякан япаласене час "çавăрса илет", унсăр пуçне пỹлĕме хытă тĕтĕмлентерет. Çакна пула çывăракан çын наркăмăшланма е вилме пултарать. Йăсăрланса çунакан пирус температури 300-420 градуспа танлашма пултарать. Çавăнпа та пирус тĕпĕсене ăçта кирлĕ, çавăнта ывăтни, ăна туртма чарнă вырăнсенче мăкăрлантарни вырăнсăр. Малтанхи самантра сигаретăн температури 310-320 градуспа танлашать, унтан 240-260 градус таран чакать, вăл сỹнсе çитиччен 26-30 минут иртет. Çунакан материала илтерсе ярсан пирус тĕпĕ тем вăхăтран сỹнет. Анчах та вăл тунă йăсăрланакан вучах лайăх условисене пула (çывăхра йывăç конструкцийĕсем, çỹп-çап куписем пулни) пушара çаврăнма пултарать. Сỹнтермен пируса пула тухнă пушарсем сахал мар. Çавăнпа та инкек айккипе иртсе кайтăр тесен çак правилăсене пăхăнмалла: вырăн çинче пирус туртма юрамасть; пепельницăра сỹнтермен пирус тĕпĕсене тата шăрпăксене хăварма, вĕсене çỹп-çап витрине ывăтма кирлĕ мар.

Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика