01 марта 2017 г.
Ку ĕç Пантьăк салинче 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче пуçланнă тесен тĕрĕсрех пуль. Çавăн чухне пĕр гражданин, ют çын пурлăхне куç хывнăскер, ялти пĕр палланă çын 230 пин тенкĕ тăракан автомашинине сутма хатĕрленнине курса унăн шанăçне кĕнĕ, пулăшу пама шантарнă. Сутма çăмăлрах пултăр тесе машинăна юсаттарма сĕннĕ. Çавăн пекех юсав ĕçĕсене хăйĕн çине илме хатĕррине пĕлтернĕ, машинăна докуменчĕсемпех ăна парса яма ыйтнă, кайран тавăрса пама шантарнă. Ял çынни хăйĕн умĕнчи çыннăн ултавла шухăшĕсене чухламан та - машинине докуменчĕсемпех парса янă. Лешĕ ют машинăпа тỹрех Шупашкара вĕçтернĕ. 2015 çулхи декабрь уйăхĕнче хайхи çын машинăна юсаттармасăрах "Эверест" автопасара сутма кайса панă, транспорт паспорчĕ çинче чăн хуçи майлă алă пусса янă. Пасарта машинăсем сутса тăраканни ку техникăна кăштах юсаса çĕнеттернĕ. 2016 çулхи январь уйăхĕнче вара 225 пин тенкĕпе сутса янă. Çав укçаран 100 пин тенкине, калаçса татăлнă пек, хăйне сутма панă çынна тыттарнă. Лешĕ укçапа хăй пĕлнĕ пек усă курса пĕтернĕ. Çав хушăра Пантьăк çынни Шупашкара шăнкăравласа тăнă, лешĕ пĕрмай машинăна тавăрса пама шантарнă. 2016 çулхи апрель уйăхĕнчен вĕ сем хушшинче çыхăну татăлнă. 2016 çулхи август уйăхĕнче автомашина хуçине Шупашкартан улталакан çын-нăн ашшĕ-амăшĕ тăванĕсем урлă 20 пин тенкĕ парса янă. Августăн 30-мĕшĕнче ултавçă хăй шăнкăравланă, машина ăçтине ăнлантарса памасăрах, уншăн укçапа татăласса, хакĕ пасартинчен йỹнĕрех пуласса пĕлтернĕ. Анчах хуçи хăйĕн пурлăхне 230 пин тенкĕрен чакарман, çавăн чухлех тавăрса пама ыйтнă... Çапла çак ĕç темиçе уйăха тăсăлчĕ. Ют çын пурлăхне хапсăнакан РФ Уголовлă Кодексăн 159-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе преступлени тунине ăнланчĕ, хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăнчĕ.
А.МИТРОФАНОВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"