АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трактор заводне - укçа пулăшăвĕ

01 марта 2017 г.

Юлашки икĕ уйăхра "Трактор завочĕ" Концернăн ыйтăвĕсене татса пама 3,7 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашĕн черетлĕ пиллĕкмĕш сессийĕнче пĕлтернĕ. - Концернăн республикăри предприятийĕсенчи йывăр экономика лару-тăрăвĕ яланах тимлĕхре пулнă. Кунта республикăра пурăнакан 8,2 пин çын ĕçлет. Вĕсене паян йывăр ыйтусемпе куçа-куçăн хăварма пирĕн ирĕк çук. Унсăр пуçне "Трактор завочĕ" Концерн ыйтăвĕсене Раççей Президенчĕ, РФ Правительство Председателĕ асăрхасах тăраççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич. Хальхи вăхăт тĕлне Концерн предприятийĕсене кризисран кăларма тивĕçлĕ майсем йышăннă ĕнтĕ: - 2016 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче ĕç укçипе татăлма 675 млн тенкĕ уйăрнă; - налук тата бюджет тулашĕнчи фондсен парăмĕ-семпе татăлма 2017 çулхи февраль уйăхĕнче 2,4 млрд тенкĕ тĕллевлĕ кредит панă; - кăçалхи январь уйăхĕн вĕçĕнче Концерн энерго-ресурсĕсемшĕн 631 млн тенкĕ (парăмăн 50 :) тỹленĕ. Халĕ вара Концернăн производство ĕç-хĕлне тапратса ямалли пирки сăмах пырать. Концернăн тĕллевĕ - 7 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларасси. Çак калăпăшăн темиçе пайне килĕшỹсемпе çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Заводăн тавар çаврăнăшне йĕркелесе яма 2 млрд тенкĕ илес енĕпе халĕ ĕçсем пыраççĕ. "Çавăнпа завод панкрута тухасси пирки сăмах пулма та пултараймасть", - тенĕ Михаил Игнатьев.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика