03 марта 2017 г.
Февралĕн 16-мĕ шĕнче районти ветерансен канашĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитрĕ. Вăрçă, ĕç, çавăн пекех хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕнчи органсен ветеранĕсен организацине районта 1987 çулта туса хунă. Малтанах вăл 22 çынтан тăнă, канаша Михаил Чикирин ертсе пынă. 1991 çултан пуçласа çичĕ çул хушши Иван Ландышев, 1998-2000 çулсенче - Геннадий Мареев, унтан çулталăк майлă Иван Чернигов, икĕ çула яхăн Владимир Немешкин ертсе пынă. 2012 çултанпа ветерансен канашне ертсе пыма мана шанчĕç. Эпир ветерансен социаллă тата йăлари пурнăç майĕсене лайăхлатас енĕпе ĕçлеме тăрăшатпăр, медицина пулăшăвĕпе епле тивĕçтернине, пенсисемпе социаллă тỹлевсене, çăмăллăхсене вăхăтра çитернине тĕрĕслетпĕр.
Сăмах май, 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 5895 пенсионер, вăл шутра - 2705 ĕç ветеранĕ, 10 вăрçă участникĕ, 122 тыл ĕçченĕ, пĕр тăлăх салтак арăмĕ, пуçĕсене хунă салтаксен 153 мăшăрĕ шутланнă.
Галина ТИМАКОВА, районти ветерансен канашĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"