03 марта 2017 г.
Мартăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Николай Маловпа Валерий Павловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ пулать. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансене - ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе предприятисен пĕрлештернĕ командисене, спорт çемйисене, шкул ачисемпе аслисене - йĕлтĕр йĕрĕ çине 10 сехет те 30 минут тĕлне чĕнеççĕ.
Спортсменсен çул ỹсĕмĕсене тата команда зачетне кура чупури чи лайăх виçĕ кăтартăва шута илеççĕ. 1-3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнисем хăйсен ỹсĕмĕсенче, дистанцийĕсенче грамотăсене тата парнесене тивĕçеççĕ.
Ăмăртусем 11 сехетре пуçланаççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"