АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă культура ĕçченĕ

03 марта 2017 г.

Çын çăкăрпа кăна тăранса пурăнаймасть, тулли пурнăçпа пурăнма ăна чун апачĕ те кирлĕ. Çынсене чун апачĕ параканнисенчен пĕрисем вĕсем - культура ĕçченĕсем. Район администрацийĕн культура пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Михуткина пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районти культура тытăмĕнче 55 çын тимлет, вĕсенчен 39-шĕ - хĕрарăмсем. "Культура ĕçĕнче тимлекен хĕрарăмсенчен чи пултарулли вара - Атнарти библиотекăра ĕçлекен Ангелина Козлова, - палăртать Алина Николаевна.

- Вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, проектсем, куравсем йĕркелет". Ку чăнах та çапла. Ахальтен мар пулĕ Атнарта пурăнакансене кĕнекесемпе тивĕçтерес ĕçре 1992 çултанпа вăй хуракан Ангелина Петровна 2015 çулта республикăри чи лайăх культура ĕçченĕсен шутне кĕме пултарнă. 2016 çулта вара вăл ĕçлекен библиотека республикăра чи лайăххи пулнă. Ангелина Козлова кулленхи ĕçĕнче час-часах шкул ачисемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет.

Нумаях пулмасть вăл Атнар шкулĕнче 1-5-мĕш классенче вĕренекенсемпе регионсем хушшинчи "Наши истоки. Читаем фольклор" акцие хутшăннă. Çитĕнекен ăрăва чăваш фольклорĕпе паллаштарас тĕллевпе кăсăклă курав-çулçỹрев йĕркеленĕ. Иртнĕ уйăхра ялти библиотекарь çавăн пекех Петĕр Ялкира халалланă "Телей кĕввин юрăçи" литература çулçỹревне хатĕрленĕ. Атнарти вулавăша çỹрекенсем кунта кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашнипе пĕрлех кинофильмсем те кураççĕ, хăрушсăрлăх, çарпа патриотизм урокĕсем те ирттереççĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика