03 марта 2017 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикин делегацийĕ Беларуçри Гомель хулинчи "Гомсельмаш" холдинг ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Компани ертỹçисемпе тĕл пулнă, цехсенче ялхуçалăх культурисене пухса кĕртмелли комбайнсем епле пуçтарнине хăйсен куçĕпе курнă. Тимĕр шăратакансемпе, сăрлакансемпе, машинăсене пухакансемпе калаçнă. Яланхи куравра вĕсен тĕслĕхĕсемпе кăсăкланнă. Икĕ ен холдингран комбайнсем туянассипе, вĕсене сервиспа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Ĕçлĕ калаçусене Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче пирĕн районтан Николай Лисаев хутшăннă.
Çулçỹрев хыççăнхи шухăш-кăмăлне Николай Иванович пирĕн хаçатпа пайларĕ:
- Беларуçе кайса курма май килнипе эпĕ питĕ кăмăллă. Чи малтанах унта патшалăх ялхуçалăхне пысăк тимлĕх уйăрни, АПК-на аталанма лайăх майсем туса пани тĕлĕнтерчĕ. Сăмахран, унта кредитăн 50 процентне ялхуçалăх предприятийĕн пилĕк çул хушшинче тỹлесе татмалла, 50 процентне вара патшалăх тỹлет; минераллă удобрени туянакансене укçан 70 процентне тавăрса параççĕ, ялхуçалăх предприятийĕ кашни çул 2-3 ĕçчене коттедж лартса парать (ĕçлесе татмалла, паллах) тата ытти çăмăллăхсем те. Палăртас килет, Беларуçре сухаламан пĕр лаптăк çĕр те çук. Ялхуçалăх предприятийĕсем пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши тата техникăллă культурăсене пысăк тухăçпа ỹстерсе илеççĕ, уйрăмах йĕтĕнпе çĕрулми пысăк вырăнта. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те лайăх аталаннă. Беларуç хăй туса илнĕ пĕтĕм продукцин 70 процентне пирĕн çĕршыва ăсатать-мĕн. Çавăн евĕр патшалăх пулăшăвĕсем пулсан пирĕн патра та аталанса пыма пулать, хушма çăмăллăхсемсĕр паян пире тытăнса тăма йывăртарах.
Источник: "Пирěн пурнăç"