АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи нумай сĕт паракан

03 марта 2017 г.

Пурнăçа малалла туртакан хĕрарăмсем çинчен темĕн чухлĕ ырă сăмах каласан та сахал пек туйăнать. Шăпа мĕнле килнине кура вĕсем хăйсене май йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, кил-йыш ăнăçлăхĕшĕн вăйне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан. Çак сăмахсене Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан Надежда Воробьева тĕслĕхĕ аван çирĕплетсе парать. Ĕçчен те ырă хĕрарăм ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Темиçе çул каялла вăл виçĕ ачапа упăшкисĕр тăрса юлнă. Юратнă мăшăрĕ йывăр чире пула çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Чун тĕпренчĕкĕсем, ĕçлеме юратни хĕрарăма йывăр хуйха пусарма пулăшнă. Куллен-кун йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса вăл ачисене вĕрентсе çын тума тăрăшнă. Хальхи вăхăт тĕлне икĕ ывăлĕ авланса çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, кĕçĕнни 6-мĕш класра вĕренет.

Ачисем амăшне май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ, амăшĕ те ачисемшĕн, вĕсен ырлăхĕшĕн малалла талпăнать. 50 çулхи Надежда Андреевна паянхи кун сакăр пуç ĕне, пăрусемпе вăкăрсем, сыснасем усрать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе сутса çемьене тăрантарать, аталантарса пырать.

Хăйĕн хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие райпо тытăмне сутать. Иртнĕ çул Надежда Воробьева районти потребительсен обществине 21,5 тонна сĕт, 700 килограмм таран çĕрулмипе пахча çимĕç панă. Çак кăтартусемпе вăл "Чи лайăх ялхуçалăх продукцине паракан" республикăри конкурсăн "Чи нумай сĕт паракан" номинацийĕнче çĕнтернĕ. Чăвашпотребсоюз ăна Дипломпа тата укçа хавхалантарăвĕпе наградăлама йышăннă.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика