03 марта 2017 г.
Христофор Колумб Америкăна уçнисĕр пуçне Европăра чĕлĕм туртассине модăна кĕртнĕ. Вăл вăхăтра ун сиенĕ пирки никам та пĕлмен. Паян Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ тревога парать: пур халăхăн виççĕмĕш пайĕ сигарет туртать. Халăх çак сиенлĕ йăлан витĕмĕ пирки аван пĕлет пулин те пирус мăкăрлантарма пăрахаймасть. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, кашни туртнă сигарет çын пурнăçне 15 минут кĕскетет. Хăватлă чĕлĕмçĕсен çак сăлтавпах кун-çулĕ вăхăтсăр татăлма пултарать.
Çынна пирус туртма мĕн хистет-ши? Стреса çĕнтерме пĕлменни, "компанишĕн" туртни, тунсăха путни, туйăм органĕсене хавхалантарни (çак сăлтавпах чылайăшĕ хĕвелçаврăнăш кăшлать е вăхăта телефонпа выляса ирттерет) сиенлĕ йăлана вăй илме парать. Сигарет сиенĕ никамшăн та вăрттăнлăх мар. Унри никотин тĕрлĕ чир-чĕре пуçарать: чĕре чирне, ỹпке ракне, вăраха кайнă бронхита. Чĕлĕм туртакансен ỹчĕ саралать, виселенет, çăварĕнчен ырă мар шăршă кĕрет. Пирус туртакан хĕрарăмсен 42 проценчĕн ача пулаймасть, 96 проценчĕн хырăм ỹкет. Вĕсен пуç мимин, чĕре, нерв тытăмĕн чирĕпе, Даун синдромĕпе чирлекен ачасем çуралаççĕ. Никотинăн пĕчĕк дозипе медицинăра та усă кураççĕ, вăл организма сиен кỹмест. Унпа Паркинсон чирне сиплеççĕ. Сигарет организм çине япăх витĕм кỹрет. Ун тытăмĕнче алюмини, ртуть, тăхлан, ацетон тата ытти хутăшсем пур. Çак хутăшсемпе вилесене бальзамировать тунă тата кăшлакан чĕрчунсене валли наркăмăшлă япаласем хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ. Сигарăсем сигаретран 10 хут сиенлĕрех. Унăн фильтрĕ çук. Пур сăмалапа наркăмăшлă япаласем чĕлĕм туртаканăн ỹпкине лекеççĕ.
Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"