10 марта 2017 г.
Мартăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх власть органĕсен XVI Спартакиади иртнĕ. Йĕлтĕрçĕсем Муркаш районĕнче тĕл пулнă. Ăмăртусене республикăри 51 команда хутшăннă, вăл шутра хĕрлĕчутайсем те. Палăртмалла, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен командисем хушшинче хĕрлĕчутайсен йĕлтĕрçисем финиша пĕрремĕш çитнĕ. Шăмăршăсен команди - иккĕмĕш, йĕпреçсем - виççĕмĕш. 2017 çулхи Спартакиада темиçе тапхăрпа иртĕ. 1-мĕш тапхăр - йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ; 2-мĕш (çуркуннехи) - шашка, шахмат, сĕтелçи теннисĕ тата стрит-баскет (финал); 4-мĕш (çуллахи) - хутăш эстафета, мини-футбол (финал), канат туртасси; 5-мĕш (кĕркуннехи) - волейбол (финал), ишесси, дартс тата фитнес-аэробика.
Источник: "Пирěн пурнăç"