10 марта 2017 г.
Район çыннисене çакна пĕлтересшĕн: мартăн 8-мĕшĕнчен тытăнса Çĕмĕрле районĕнчи 113 км Ç 385 м автоçул çинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăнпа та çак участокра хăвăртлăх режимне вăхăтлăх чакартăмăр, тивĕçлĕ çул-йĕр паллисене вырнаçтартăмăр. Водительсене, çуран çỹрекенсене асăрхануллă пулма, çул-йĕр паллисене тата правилисене, çирĕплетнĕ хăвăртлăх режимне пăхăнма ыйтатпăр. Тимсĕрлĕх хăвăрăн кăна мар, ытти айăпсăр çынсен пурнăçне те вăхăтсăр татма пултарнине ан манăр!
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"