10 марта 2017 г.
Пирĕн тăрăхри ялсен историйĕ нумай ĕмĕр хушши тĕвĕленнĕ. Питĕркасси ялĕн те вăл çаплах. Çак ял пирки халăхра икĕ халап çỹрет. Пĕри Петĕр патша валли карапсем тума вырăнти юманлă вăрмана касса пурăнакан çыннисемпе çыхăннă, тепри - кунта пурăнма куçса килнĕ чăвашсем вăрман хăртса, çунтарса çĕнĕ çĕр уçакансемпе. Истори тĕлĕшĕнчен хăшĕ тĕрĕсрех - çирĕплетсе калама йывăр тата ял урăхла майпа пулса кайма та пултарнă.
1552 çулта хаяр Иван патша Хусан ханлăхне çĕмĕрсе тăкнă хыççăн Сăр юханшывĕ тăрăхĕнчи çĕрсем вырăссен аллине куçнă. 14-17-мĕш ĕмĕрсенче пирĕн район территорине хальхи Элĕк, Етĕрне, Çĕрпỹ тата ытти вырăнсенчен çынсем йышлăн куçса килме пуçланă. Çĕнĕ вырăн вĕсемшĕн нумай енчен лайăх пулнă. Сăр шывĕ тăшмансем тапăнасран хỹтĕленĕ, тарăн çырмаллă лаштра вăрмансем патша влаçĕн пусмăрĕнчен пытанма май панă, вăрманта çурт çавăрма та меллĕ пулнă, унсăр пуçне вăл çынсене выçса вилме паман. 18-мĕш ĕмĕрти документсенче Питĕркасси ялне асăнни тĕл пулкалать.
Акă 1784 çулхи "Экономикăллă кăтартусенче" ялăн географиллĕ вырăнне, пурăнакансен йышне, вăрман лаптăкĕсене кăтартнă. Асăннă доку-ментпа ялсен ячĕсем çумне "Сура" хушма сăмах лартса çырнă: Сура - Туктамыши, Сура - Шумшеваши, Сура - Ямашево, Сура - Аликово тата ытти те. Питĕркасси ялĕ пирки çапларах асăннă: "Сура - Питушкино (Питешкасы) от Курмыша верст 14 при овраге Кабан - Сирмы и безымянной речке". Вăл вăхăтра кунта 30-40 килтен ытла пулман. Çапах та вăл пысăк ял шутланнă. Кунта çынсем кил картиш варринче 6,7 аршăнлă хура пỹрт лартнă, юнашар - кĕлет. Пỹрт тавра лупас тата вите пулнă. Ялта час-часах пушар тухнăран йăмрасем çитĕнтернĕ. 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Христос тĕнне ĕнентерме тытăнсан çынсене вырăсла ятсем панă.
Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕ уçăлсан вара Питĕркасси çыннисене кунти прихута кĕртнĕ. Унччен вара ял Питуш, Питеш ятсемпе çырăннă. Вĕсем вара тĕне кĕмен чăваш арçыннин ячĕсем пулнă. 1840 çулсенче Чĕмпĕр кĕперни ял планĕсене хатĕрлеме тытăннă. Çав çулсем хыççăн Кăрмăш уесне кĕрекен Питĕркасси ялĕнче те ытти çĕрти пекех улшăнусем пулса пынă. Çакă вăл 1861 çулта крепостла йĕркене пĕтернинчен те килнĕ. 1897 çулта пĕтĕм Раççейри халăхăн пĕрремĕш çыравне ирттернĕ. Çак документ тăрăх пирĕн ялсен историне, вĕсен 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи пурнăçне лайăх пĕлме май парать: "Питушкино (Питĕркасы) - 212 дворов, 1163 человек, 18 ветряных мельниц, 1 круподралка, 1 шерстобойка, 1 маслобойка, 2 сидки для дегтя". Уйрăмах питĕркассисем хурăн хуп-пинчен тикĕт, типĕ хурăнтан кăмрăк хатĕрлеме кăмăлланă. Вĕсем вара вăл вăхăтра хаклă чĕртавар шутланнă, таврари пасарсенче ылтăн пек хаклă пулнă. 1917 çулччен халăх пурнăçĕ çĕршывĕпех пĕрпекрех пулнă: тан-марлăх, тĕрĕсмарлăх, чухăнлăх, хут пĕлменлĕх хуçаланнă.
Октябрьти Социализмлă революци çĕнтернĕ хыççăн кăна пирĕн тăрăхри ялсен чăн историйĕ пуçланнă. Куç умĕнчех çынсен пурнăçĕ лайăхланнă, Хĕрлĕ Чутай районĕ йĕркеленсен Питĕркасси ялĕнче те улшăнусем пулма тытăннă: халăх йышĕ çулсерен хушăннă, речĕпех çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕ. Ял сарăлса пынă, тăршшĕ виçĕ çухрăма çитнĕ. Кунти халăх килĕшỹлĕхпе тата ыркăмăллăхпа палăрса тăнă, пăлхавсемпе путсĕр ĕçсене хутшăнман, вĕсенчен яланах аякра тăнă. Çавăнпа та ялăн укăлча хапхи умĕнче халăха намăслантаракан хура юпа пулман. 1918 çулта шкул уçăлсан хутла пĕлекенсен шучĕ самаях ỹснĕ, халăх кĕнекесем вулама, радиоприемникпа çĕнĕ хыпарсем итлеме, кинокартинăсем пăхма тытăннă, ыранхи çинчен шутлама, çутă малашлăх çулне ĕненме тытăннă, халăхăн культурипе тавракурăмĕ анлăланнă.
1930 çулта пуçаруллă та ĕçчен çынсем ялта М.И.Калинин ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе пĕрлешсе вăй хума кăмăллакансем ялта йышлăн пулнă. Малтанхи колхоз тата ял Канашĕн председателĕсем пулма П.А.Падюкова, А.И.Шулаева шаннă. Кайран тĕрлĕ çулсенче Е.М.Кораков, И.М.Михопаров, Н.П.Стафик ертсе пынă. Вĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр тухăçлă тыр-пул, çĕрулми, аш-какай, сĕт тата ытти апат-çимĕç хатĕрлесе патшалăха сутнă, пĕр утăм çĕре те пушă выртарман. Ял çынни нимĕнле ĕçрен те хăраман, вăрман касса çĕнĕ фермăсем çĕкленĕ. Вĕсенче ĕç лашисем, ĕнесем, вăкăрсем, сурăхсем, сыснасем усранă. Çавăн пекех ялта партипе комсомол ячейкисем йĕркеленнĕ, депутатсене суйланă.
1939 çул тĕлне ялта 370 килте 1767 çын пурăннă. Анчах та Аслă Отечественнăй вăрçă тухни ял пурнăçне хытах амантса хăварнă. Вăйпитти арçынсемпе яшсем фронта тухса кайнă. Ялта хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ кăна юлнă. Ытла та йывăр лав тиеннĕ вĕсем çине. Ялтан нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма 387 çын хутшăннă, вĕсенчен 215-шĕ тăван çĕршыв иркĕлĕхĕшĕн пуç хунă. 1970 çулсенче ялти колхоз "Октябрь" совхозĕпе пĕрлешсен кунта районти чи пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексне хута янă. Ял çыннисене ĕçлеме лайăх майсем туса панă. Шел, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче совхозăн пĕтĕм пурлăхне салатса пĕтернĕ.
Паян Питĕркасси çыннисем йывăрлăхсене пăхмасăр пурнăç çулĕпе малалла утаççĕ. Вырăнта ĕç çук пирки çамрăксем Мускава тата аякка ĕçлеме çул хываççĕ. Ялта 9 урам, иккĕшĕнче асфальт çул сарнă. Пурĕ 705 çын пурăнать. Ялта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, ФАП, çыхăну уйрăмĕ, клуб, икĕ суту-илỹ лавкки ĕçлет. Питĕркасси ял администрацийĕ ялтах вырнаçнă, кил-çуртсен 97 процентне çутçанталăк газĕ кĕртнĕ. Ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, аш-какай, сĕт туса илеççĕ. Ялта пĕлтĕр пĕр ача çуралнă, 10 çын пурнăçран уйрăлнă. Çитес çулсенче ял урамĕсем татах та вăрăмланасса, кашни кил-çурт патне çул выртасса шанас килет.
В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"