10 марта 2017 г.
Районти полици уйрăмĕн следстви пайĕ 2016 çула пĕтĕмлетсе çакна калама пултарать: ытларах вăрăсем сотовăй телефонсем, укçа, телевизор, йăлари ытти япаласене çаратнă.
Иртнĕ çулхи преступленисем хушшинче халăхра сарăлнисенчен пĕри Етĕрне район çыннипе çыхăннă. Вăл Пантьăк лесничествинче хăйĕн ĕç вырăнĕпе усă курса саккунсăр йывăç касса пысăк тăкак кỹнĕ. Ăна йывăçсене сайралатма кăна ирĕк панă пулнă, вăл вара çынсене сутнă, укçипе хăй пĕлнĕ пек усă курнă.
Тепĕр преступлени - Иккĕмĕш Липовка çывăхĕнчи вăрманта хир сысни тытни пирки. Хир сыснине йĕрлекенсем сунар йыттисем çине çакмалли хальхи йышши навигаци хатĕрĕсемпе усă курнă. Кун пирки пуçарнă уголовлă ĕçе айăплав пĕтĕмлетĕвĕпе суда ярса патăмăр. Çавăн пекех иртнĕ çул çул-йĕрпе транспорт пăтăрмахĕсен шучĕ ỹснине палăртмалла. Ку инкексенче çынсен сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ е вырăнтах вилнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Сăлтавĕсем ытларах чухне çаксем: водительсем час-часах хăвăртлăх йĕркине пăсаççĕ, çул-йĕрпе климат условийĕсене шута илмеççĕ, руль умне правасăр е ỹсĕрле лараççĕ. Мотоблоксем правилăсене пăсса çул çине çутăсăр тухнипе те инкек пулса тухать.
Суя укçа-тенкĕ тупса палăртнипе те уголовлă ĕçсем пулчĕç. Пилĕк тата пĕр пин тенкĕлĕх купюрăсем "Россельхозбанкра", "Магнит" тата райпо тытăмне кĕрекен лавккара тĕл пулнă. Вĕсене унта ялта пурăнакан çынсем пырса панă, шăпах вĕсене выльăх сутнă чух çавăн пек суя укçасем тыттарса хăвараççĕ те. Граждансем хăйсен интересĕсене хỹтĕлес ыйтусемпе право йĕр-кине хураллакансем патне пыма пултараççĕ.
В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следстви пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"